Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков хальччен йышӑннӑ пукана пӑрахассине пӗлтернӗ.
Сӑнавҫӑсем палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек пуласса сити-менеджер хӑй те кӗтмен пулать. Маларах асӑннӑ хулара тухса тӑракан «Грани» хаҫатра темиҫе кун маларах кӑна-ха Олег Бирюковпа «хӗрӳ лини» ирттерме палӑртса хунӑччӗ, ун пирки журналистсем анонсласа та ӗлкӗрнӗччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулине Олег Бирюков 2014 ҫултанпа ертсе пычӗ. Ку должноҫе шанса париччен унӑн конкурс комиссийӗн али витӗр тухма тивнӗччӗ. Хулана ертсе пырас шухӑша республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Михайлов (ун чухне вӑл «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» парти пайташӗччӗ) тата тепӗр икӗ кандидат та палӑртнӑччӗ.