Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Чӑваш ҫӗршывӗ — вӗҫӗ-хӗррисӗр

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 24.04.2016 06:38 | 1741 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх Аслӑ Пӑла Тимешри шкул ачисем
Аслӑ Пӑла Тимешри шкул ачисем

«Чӑваш ҫӗршывӗ — вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ Раҫҫейӗн илемлӗ те хӑтлӑ пӗр пайӗ. Лаптӑкӗпе пӗчӗкҫӗ вӑл, анчах халӑхӗ унӑн йышлӑ та хӑйне евӗрлӗ. Ҫӗршер ҫул тӗрӗк, финн-угор, вырӑс халӑхӗсем хушшинче пурӑнса тата хӑйсене ытти халӑхсемпе пӗрпеклентерме вӑйпа хӑтланнине пӑхмасӑр чӑвашсем тӑван чӗлхине, йӑли-йӗркине, культурине тӳсӗмлӗн упраса хӑварма пултарнӑ», — ҫапла хӑпартланса ҫырнӑ Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш шкулӗ вырӑнти ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.

Аслӑ Пӑла Тимешри В.В. Зайцев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта чӑвашлӑх эрни пынӑ май шкулти вулавӑшра «Ытарайми Чӑваш ен» ятлӑ кӗнекесен куравне хатӗрленӗ. Вӑл тӗрлӗ пайран тӑрать. «Чӑвашсен чаплӑ ҫыннисем» ярӑмра Константин Иванов, Степан Максимов, Воробьев композиторсем, Андриян Николаев, Василий Чапаев, Элли Юрьев, Иакинф Бичурин, Даниил Элмен ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех «Елчӗк тӑрӑхӗ», «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ», «ЧР Президенчӗн вулавӑшӗ», ӗҫе юратма. хисеплеме вӗрентекен кӗнекесем тата ытти пайсем те пур. Унта Чӑваш ен актерӗсем, чӑваш туйӗ, тӗрри, апат-ҫимӗҫӗ, музыка инструменчӗсем ҫинчен ҫырса ӑнлантарнӑ кӗнекесем те йышлӑ. Нумаях пулмасть шкул ачисем ҫак куравпа паллашнӑ, нумай ҫӗнӗлӗх тупса палӑртнӑ.

#ачасем, #Елчӗк районӗ, #Асла Пӑла Тимеш, #шкулсем, #вулавӑшсем, #куравсем, #чӑвашлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем