Шупашкарта ҫухалнӑ Катя Кораблевӑна шырама чарӑннӑ. 15 ҫулти хӗрача паян, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, киле таврӑннӑ.
Катьӑн кукамӑшӗ Любовь Федоровна каланӑ тӑрӑх, Катьӑна паян темӗнле ҫынсем таксипе илсе килнӗ. Ку ирхине пулнӑ, ирхи 7 сехет те ҫитмен ун чухне.
— Катя шокраччӗ, макӑратчӗ. Пире курма хавас пулчӗ вӑл. Ӑна илсе килнӗ ҫынсемпе — ватӑрах арҫынпа тата хӗрарӑмпа — эпӗ калаҫмарӑм, Катьӑна курнипе кун пирки шухӑшламан та, — тенӗ Любовь Федоровна.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Катя тӗлӗшпе преступлени туман. Хӗрачана тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна анализ партарнӑ. Унтан ӑна йӗрке хуралҫисем тӗпчеме илсе кайнӑ.