Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑра «Архиври каҫ» Пӗтӗм Раҫҫейри акци старт илнӗ. Вӑрнар район администрацийӗн архив ӗҫӗсен пайӗ акцие хутшӑнса чылай мероприяти хатӗрленӗ.
Архива чи малтанах Вӑрнарти 1-мӗш шкул вӗренекенӗсем килнӗ. Экскурсие архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Лилия Тихонова ирттернӗ. Малтанах ачасем вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ электрон хӑтлав курнӑ. Лилия Егоровна районти архив мӗнле йӗркеленнине, ӑна камсем ертсе пынине, архив фончӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Ачасем иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенчи тата хальхи хаҫатсенчи статьясемне те тытса курнӑ. Ӗлӗкхи Патшалӑх акчӗсемпе те паллашнӑ вӗсем. Лилия Витальевна архиври документсемпе те паллаштарнӑ.
Ачасем архив вӗсене питӗ килӗшнине, унти ӗҫ кӑсӑклантарнине палӑртнӑ.