Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче, Андриян Николаевӑн тӑван кӗтесӗнче, Юрий Маленченко космонавтпа радиоҫыхӑну йӗркеленӗ.
Шуршӑл шкулӗнче ӑс пухакансем Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗпе ҫыхӑнӑва тухнӑ. Ачасем Юрий Маленченкӑпа калаҫнӑ.
Шӑпӑрлансем космонавта хӑйсене интереслентерекен ыйтусене панӑ. Экипажсем ӑслӑлӑх сӑнавӗсене ирттерни, космос пирки… Йӑлтах кӑсӑклантарнӑ вӗсене. Космосран Шуршӑл курӑнать-и? Кун пек ыйту паракан та пулнӑ.
Ҫавӑн пекех ыйтусем Пӗтӗм тӗнчери космос станцийӗнче тӗнче тетелӗ пирки те пулнӑ. Космонавтсем селфи ӳкерӗнеҫҫӗ-и? Ҫакна та хуравланӑ.