Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхи кунне Чӗмпӗрте те палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Николай Кондрашкин 26.04.2016 20:57 | 1976 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Чечек хунӑ самант
Чечек хунӑ самант

Чӑвашсене ҫутта кӑларакан Иван Яковлев ячӗллӗ Чӗмпӗрти скверта Чӗмпӗр облаҫӗнчи культура ӗҫченӗсен, вӗрентекенсен тата ҫыравҫӑсен тӗлпулӑвӗ иртнӗ, вӗсем 10 сехетре пухӑннӑ. Хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ хыҫҫӑн Иван Яковлев палӑкӗ умне чечек хунӑ.

Ҫак наци уявне 1992 ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Президиумӗ «Чӑваш чӗлхи кунне йӗркелесси ҫинчен» постановленипе йӗркеленӗ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш чӗлхи кунне республикӑра чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн, паллӑ культура ӗҫченӗн, хальхи чӑваш ҫырулӑхне хатӗрлекенӗ Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче палӑртаҫҫӗ. Эпир пурте пӗлетпӗр — чӑваш халӑхӗн ҫутлӑхҫи тата патриархӗ Иван Яковлев темиҫе ӑру хушшинче асра юлакан ӗҫсемпе палӑракан тата ӑс-хакӑл енчен витӗмлӗ йӗр хӑваракан ҫынсен шутне кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе И.Я.Яковлев историре вӑйлӑ йӗр хӑварнӑ. 50 ҫул утла вӑл ӑслӑлӑхпа вӗрентӳ ӗҫне йӗркелесе пынӑ. Ҫутта кӑларас историне вӑл наци шкулӗсем валли учительсем хатӗрлекен Чӗмпӗр шкулӗн никӗслевҫи тата ертӳҫи пек, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас ӗҫе вӑйлӑ йӗркелекен пек, икӗ чӗлхеллӗ шкулсенче вӗренӗве ҫӗнӗлӗх кӗртекен педагог, теоретик тата практик пек кӗрсе юлнӑ. Ҫавӑнпа та эпир, «чӑваш ӗҫне» тӑсакансем, Иван Яковлевӑн паллӑ вӗренекенӗсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе сыхласа хӑварас ӗҫе Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенче туса пыратпӑр…

Аса илтеретпӗр, Иван Яковлевӑн чи палӑрнӑ вӗренекенӗсенчен пӗри — Павел Миронов — кӑҫал 155 ҫул тултарать. Урал тӑрӑхӗнчи чи паллӑ ҫутта кӑлараканӗсенчен пӗри шуталанакан Павел Миронович Миронов ятне асра хӑварас тӗлӗшпе эпир юбилейӗ тӗлне ӑна «Чӗмпӗр облаҫӗн хисеплӗ гражданинӗ» ята пама тата Иван Яковлев ячӗллӗ скверта палӑклӑ бюст вырнаҫтарма шутлатпӑр.

#Чӗмпӗр, #кӳршӗре, #Чӑваш чӗлхи кунӗ, #уявсем, #чӑваш чӗлхи, #культура

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем