Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренине эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ.
Саккуна пӑснӑ полицейскине йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ, ӳсӗрле руль умне ларнишӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.