Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Чи лайӑх вӗрентекен кам пулнӑ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 29.04.2016 20:57 | 1339 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Чӑваш Енре тӳрех ултӑ професси конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртнӗ: муниципалитет тата республика шайӗнче.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртнӑ. Мала тухнисене укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх вӗрентекен» ята Муркаш шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Паладьева тивӗҫнӗ. Ӑна 150 пин тенкӗ преми панӑ.

«Ҫулталӑкри чи лайӑх воспитатель» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинчи Татьяна Шавикова илнӗ. Куншӑн 100 пин тенкӗ парӗҫ. Ытти номинацире 50 пин тенкӗ парӗҫ. Куславккари 3-мӗш шкул вӗрентекенӗ Ольга Полозова «Чи лайӑх класс ертӳҫи» пулса тӑнӑ.

Кӑҫал «Ҫулталӑкри чи лайӑх социаллӑ педагог» ята Шӑмӑршӑ шкулӗнчи Ирина Ревунова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх педагог психолог» — Ҫӗнӗ Шупашкарти 1-мӗш ача сачӗн психолог педагогӗ Елена Визгина.

ЧР Ҫамрӑк педагогсен канашӗ пуҫарӑвӗпе кӑҫал «Педагогика дебючӗ» республика конкурсӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Солдатова ҫӗнтернӗ. Ӑна Крымри «Тренерсен шкулӗ» лагере каймашкӑн путевка панӑ.

#Ҫӗмӗрле районӗ, #Куславкка районӗ, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #вӗренӳ, #Муркаш районӗ, #конкурссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/82306
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем