Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Куславккасем» пухӑнчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.10.2010 23:39 | 2006 хут пӑхнӑ
Ю.А. Зорин уяв хӑнисене саламлать
Ю.А. Зорин уяв хӑнисене саламлать

Паян, юпан 30-мӗшӗнче, Шупашкарти патшалӑх филармонире Куславккасем пухӑнчӗҫ — ентешлӗх уявӗ иртрӗ. Вӗсен уявне чаплӑ хӑнасем чылай пынӑччӗ — ЧР сывлӑха упрассипе социаллӑ аталану министрӗ Муллина В.П., ЧР Патшалӑх Канашӗн Разумов А.В., тата ыттисем. Малтанах «Куславккасем» ентешлӗхӗн президенчӗ Ю.А. Зорин зала пухӑннӑ хӑнасене уява килнӗшӗн тав сӑмахӗ каларӗ. Шупашкарта тӗпленнӗ ытти ентешлӗх представителӗсем те салам сӑмахӗ каларӗҫ: Канаш, Элӗк, Елчӗк, Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗрлешӳсен ертӳҫисем Куславкка тӑрӑхӗнчи чӑвашсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламларӗҫ.

Уяв савӑнӑҫлӑ иртрӗ, сцена ҫинче юрӑпа ташӑ улшӑнсах тӑчӗҫ. Хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма Хурамалти (Куславкка районӗ) пултарулӑх ушкӑнӗ (сӑмах май, савӑнӑҫлӑ уява вӑл уҫрӗ), Алена Тереньтева хӗр-упраҫ (вӑл Елчӗкрен, 9-мӗш класра вӗренет), «Хӗвелҫаврӑнӑш» ташӑ ушкӑнӗ (Куславкка хулинчен), чӑваш халӑх артистки Людмила Семёнова, Александр Белов тата ыттисем килнӗччӗ. Куракансем вӗсен юрри-ташшине тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.

Уявра пухнӑ мӗн пур укҫана Куславккасем хӑйсен районӗн энциклопедине кӑларас ӗҫе (вӗсен хальлӗхе унашкал пуянлӑх ҫук-ха) яма пулчӗҫ.

 

Сӑнсем

#Куславкка, #Хурамал, #ентешлӗхсем, #Куславкка районӗ, #Шупашкар, #Елчӗк

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем