Малашне Шупашкартан Симферополе чӑрмавсӑрах ҫитме май пулӗ тесе Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен «Шупашкар — Симферополь» (Крым Республики) авиарейс уҫӑлӗ. Ӑна «Ижавиа» тата «Нордавиа» авиакомпанисем ЯК-42 тата Boеing-737-500 самолетсемпе турттарӗҫ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, самолетсем кӗҫнерникун 18 сехет те 25 минутра тата эрнекун ирхи 8 сехетре Шупашкарти аэропортран хускалмалла.
Халӗ ку рейс федераци хыснинчен субсидилекеннисен йышне лекнӗ. Ятарлӑ тарифӑн чи пысӑк виҫи 3,4 пин тенкӗпе танлашӗ.
РФ Правительствин пуҫлӑхӗн Дмитрий Медведевӑн хушӑвӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, ятарлӑ тариф пӗр енне 3375 тенке ларӗ. Ку хак 23 ҫула ҫитменнисене, пенсионерсене, ачаран II тата III ушкӑнри инвалида тухнисене, пур ҫулхи I ушкӑн инваличӗсене тата вӗсене илсе каякансене тата сусӑр-ачапа ҫула тухнисене пырса тивӗ.