Паян, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче чӑннипех те асра юлмалли кун пулнӑ. Унта сухапуҫ уявӗ иртнӗ. Уява вара Леонид Якубович та хутшӑннӑ. Паллӑ телеертӳҫӗ ҫураки епле пынипе интересленнӗ.
Малтанах хӑнасем «Ленинская искра» колхоз председателӗнче чылай ҫул вӑй хунӑ Аркадий Айдакӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ. Унтан ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа Леонид Якубович чӑваш хресченӗн музейне ҫитнӗ. Ӑна 1983 ҫулта Аркадий Айдак йӗркеленӗ. Палӑртмалла: юлашки виҫӗ ҫулта музей ҫӗнелнӗ.
Кайран хӑнасем шкул ачисемпе пӗрле улмуҫҫисем лартнӑ. Леонид Якубович вӗсем мӗнле ӳснине пӑхмашкӑн Тури Ачака килсе тӑма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ.
Леонид Якубовияпа ытти хӑнасем ҫӗрулми лартнӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев, Леонид Якубович тата Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов вӗсене хресчен ӗҫе ют маррине кӑтартнӑ. Михаил Игнатьевпа Леонид Якубович трактор рулӗ умне ларса сухапуҫ уявне уҫнӑ.
Леонид Якубович Чӑваш Ене яланах тулли кӑмӑлпа килнине каланӑ.