Тӑван вӑрҫинче пуҫ хунисене ячӗпе Елчӗк районӗнчи виҫӗ ялта ҫӗнӗрен палӑксем вырнаҫтарнӑ. Ҫавсен йышӗнче маларах Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑ Ҫӗнӗ Эйпеҫре те ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Аса илтерер, маларах хӑшӗсем унти пирки «Палӑка ишсе антарса ФАП ҫӗклеҫҫӗ», — тесе пӑшӑрханса ӳкнӗччӗ. Анчах ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ялта стелла вырнаҫтарнӑччӗ.
Палӑка паян Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑна мар, Аслӑ Елчӗкре те, Курнавӑшра та уҫнӑ.
Уяв мероприятийӗсене кашни ял тӑрӑхӗнчех йӗркеленине пӗлтереҫҫӗ Елчӗк район администрацийӗнче. Тӳре-шарапа депутатсем те вӗсене хутшӑннӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов тата Петр Краснов депутат вырӑнти райадминистраци пуҫлӑхӗпе Николай Миллинпа Аслӑ Елчӗкринче, Курнавӑшринче, Ҫӗнӗ Эйпеҫринче пулнӑ.