Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем влаҫа хурлама тытӑнса тӑраҫҫӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне «Медиастандарт» фонд тӗпчевӗ тӑрӑх ҫитсе тухма пулать. Тепӗр тесен, патшалӑхӑн шутланакан хаҫатсене вуласан, республика хысни шучӗпе тытса тӑракан телекуравпа радио тӑрӑх та пирӗн журналистсем влаҫа хурламанни сисӗнет-ха.
Регионсенчи медиасене асӑннӑ фонд эксперчӗсем тӑватӑ пая уйӑрнӑ: критика пачах ҫуккисем, критика сахаллисем, кӑштах критиклекеннисем, самай критиклекеннисем. Чӑваш Ен иккӗмӗш ушкӑна кӗнӗ. Апла пулсан пирӗн тӑрӑхра критика сайра-хутра тӗл пулать.
Влаҫсене критиклеме шикленмен (е ҫапла тума унта чармаҫҫӗ темелле-ши?..) журналистсем Карелинче тата Иваново облаҫӗнче ӗҫлеҫҫӗ. 15 субъектра: Кабардин-Балкар Республики, Амур, Калуга, Курган, Магадан тата Мурманск облаҫӗсенче, Ингушетинче, Калмӑк Республикинче, Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче, Сахалин, Тамбов, Тула, Челепи облаҫӗсенче тата Чукотка автономи округӗнче критика йӗрри-палли те ҫук-мӗн. Атӑлҫи федераци округне илсен, чи критиклекеннисем — Сарӑту облаҫӗнче.