Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Эдисон Патмарӑн ҫӗнӗ кӗнеки

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 04.11.2010 15:14 | 1500 хут пӑхнӑ

Паллӑ фольклорист Иван Анисимович Патмар ывӑлӗ Эдисон Патмар ашшӗнчен те иртсе кайрӗ теме пулать. Иртнӗ кунсенче вӑл хӑйӗн 132-мӗш кӗнекине пичетрен кӑларчӗ. Кӗнекене тав сӑмахӗсене, туйра каламалли пилсене, ача ҫуралсан ӑна ҫунӑ чух каламалли сӑмахсене, ҫар хӗсметне ӑсатнӑ чух каламалли пилсене, ваттисене асӑнса каламалли сӑмахсене, йӑла-йӗркери ытти савӑнӑҫлӑ уявсенче каламалли ырӑ сӑмахсемпе саламсене кӗртнӗ. Кӗнеке «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире 1000 экземплярпа пичетленнӗ.

Кам вӑл Эдисон Патмар? Нумайӑшӗ ун ҫинчен пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енри ялсенче пуринче те пулса курнӑ, тен, кашни ҫемьенех ҫитме тӗллев тытнӑ. Ҫапах та унӑн тӗп тӗллевӗ — республикӑмӑр тулашӗнчи кашни чӑваш ялне ҫитсе курасси.

Вӑл 1972-1976 ҫулсенче Оренбург хулинче аслӑ ҫар пӗлӗвӗ илнӗ. 1979 ҫулта Кейӳ хулинче 10-мӗш ЦК УПСра вӗреннӗ. 2003 ҫулта ЧПУра Чӑваш филологи факультетне вӗренсе пӗтерне. 1997 ҫултанпа Раҫҫей пӗрлешӗвӗн ҫыравҫи, пӗтӗм тӗнчери баталистсемпе маринистсен пӗрлешӗвӗн членӗ, Нестр Янкаспа Алексей Талвир ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Артур Беккерӑн ылтӑн тата пӑхӑр медалӗсене илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Чӑваш халӑх академикӗ. Украинӑри Рыльски ячӗллӗ академипе тачӑ ҫыхӑну тытать. Совет Союзӗн тата ытти ют ҫӗршывсен 7 медальне илме тивӗҫлӗ пулнӑ.

Запасри подполковник, 1998 ҫулччен «Патмар» кӗнеке издательствине ертсе пынӑ, пӗр вӑхӑт, 1995 ҫулта, «Защитник Отечества» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗ. 1998 ҫулччен хам ҫырнӑ хайлавсене, ашшӗн ӗҫӗсене редакцилесе, ытти ҫыравҫӑсен сӑвви-калавне хакласа кӗнекесем кӑларна. Кайран, вӗрентекенсен тата тӗрлӗ ҫыравҫӑсен сӗнӗвӗсене шута илсе, икӗ журнал уҫнӑ, «Халӑх ӑс-хакӑлӗ» тата «Халӑх ӑс хакӑлӗ» библитеки». 2003-2004 ҫулсенче Чӑваш республикин вӗрентӳ институчӗнче аслӑ преподаватель пулса ӗҫленӗ. 2005-2006 ҫулсенче — «Капкӑн» журнал редакторӗ.

Унӑн ывӑл пур, Сергей Патмар. Вӑл ашшӗне мӗн вӑй ҫитнӗ таран кӗнеке кӑларма пулӑшать: кӗнекене калӑплаканни, илемлетекенни тата литература критикӗ. Сергей халӗ «Жизнь» хаҫатра ӗҫлет.

Мӑшӑрӗ, Татьяна Петровна, педагог. Вӑл та «Функции и графики» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Халӗ тивӗҫлӗ канура.

#кӗнекесем

 

Комментари:

luiza.krasnova // 2811.89.2617
2010.11.05 22:23
Эдисон Патмар ĕçĕ-хĕлĕ питĕ кăмăла каятть. Чăвашсен 1 % те пулин ун пек тăрăшсан пире çитекен халăх та пулмĕччĕ тĕнчере. Тавтапуç! Сире сывлăхлă пулма тур пулăшса пытăр!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем