Кӑкшӑм микрорайонта нумай шавларӗҫ. Унти ҫуртсене ишсе антарас ыйту тухсан ҫынсем пӑлханчӗҫ.
Микрорайонта пурӑнакан ҫынсене ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пухӑва чӗннӗ. Унта хӑйсем тӗллӗн ирӗк памасӑр лартнӑ ҫуртсенче пурӑнакан ҫынсене ҫӗнӗ хваттере куҫарас пирки калаҫнӑ. «Шанхайри» 282 ҫурта ишсе антармалла. Анчах ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне «Лидер» тулли мар яваплӑ общество 194 килӗшӳ ҫеҫ тунӑ.
Килӗшӳсем тӑвас ӗҫ кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта вӗҫленмелле пулнӑ. Анчах ку пурнӑҫа кӗмен. Засторойщик ҫакна микрорайонта ҫурт нумай тунипе тата ҫынсем килӗшӳ тума васкаманнипе ҫыхӑнтарнӑ. Хӑш-пӗр ҫынна тупайман, теприсем килӗшӳ тума хирӗҫлеҫҫӗ.
Пухӑннӑ халӑх кӑмӑлсӑрланнӑ. Застройщик сӗнни пирки вӗсем нимӗн те пӗлмен. Теприсене пысӑк ҫемьепе пухӑнма йывӑр. Виҫҫӗмӗшӗсене чӗнмен те. Тӑваттӑмӗшсем хваттерти «ытлашши» метрсемшӗн мӗншӗн тӳлемеллине ӑнланман.
Хула администрацийӗ застройщика килӗшӳсене кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермеллине ҫирӗп асӑрхаттарнӑ.