Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Орфографи комиссийӗ мӗнле тӗрӗсрех ҫырмаллине татса пачӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.05.2016 20:15 | 2200 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Ларура
Ларура

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхе комиссийӗн ҫумкомиссийӗн — Чӑваш чӗлхин орфографи комиссийӗн — черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ӑна ҫак ҫумкомиссийӗн председателӗ Петр Яковлев ертсе пычӗ. «Манӑн тӗллев — уйрӑм ҫырассин тата пӗрле ҫырассин ытлашши идиоатизмӗнчен хӑтарасси», — терӗ вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче. Ытларахӑшне ҫырлахтаракан правилӑсем йышӑнма сӗнчӗ.

Пухӑннӑ йыш ҫирӗп йышӑну турӗ. Ӗҫ ушкӑнӗ тунӑ ӗҫе комисси тӗпрен илсен пӗр саслӑн йышӑнчӗ, кун ячӗсене пӗрле ҫырассипе Юрий Виноградов ҫеҫ килӗшмерӗ. Тӗпрен илсен ӗҫ ушкӑнӗ ҫапларах ҫӗнӗлӗхсем кӗртме йышӑнчӗ:

- ҫӑлтӑрпа палӑртнисене пӗтермелле;

- «ӑ», «ӗ» тухса ӳксен пӗрле ҫырмалла: т-хрен, «ҫӑлкуҫ» — пӗрле; «ҫӑл куҫӗ» — уйрӑм;

- кун ячӗсене, горизонт енӗн ячӗсене тата пӗрле ҫырма хӑнӑхнӑ ҫын ячӗсене (арҫын, хӗрача, арҫури) пӗрле ҫырмалла; ытти иккӗлентерекен сӑмахсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле;

- рим цифри хыҫҫӑн аффикс хушмалла мар (ку пункта хальхи орфографире сиктерсе хӑварнӑ пулнӑ);

- ҫак глагол майлашӑвӗсене пӗрле ҫырмалла: кӗлту, пуҫҫап, сӑхсӑх, чупту (ытти иккӗлентерекен тӗслӗхсене орфографи словарӗпе тӗрӗслемелле);

- хӑй пӗлтерӗшлӗ сӑмахпа пулӑшу пӗлтерӗшлӗ сӑмах ҫумне сӑмах улӑштаракан аффикс хушӑнсан уйрӑм ҫырмалла (эсӗ ялта иккенне хальтерех илтрӗм); сӑмах тӑвакан аффикс хушӑнсан пӗрле ҫырмалла (пӗрпеклӗх, тасамарлӑх, тӗрӗсмарлӑх).

Орфографи правилисенчи улшӑнусене Чӑваш чӗлхи комиссийӗн ҫитес ларӑвӗнче ҫирӗплетмелле. Ун хыҫҫӑн вӗсене правительство шайӗнче вӑя кӗртмелле. Ку ӗҫе туса ҫитернӗ хыҫҫӑн вара ҫӗнӗ орфографи словарьне хатӗрлесе кӑларас ӗҫе пуҫӗнӗҫ. Юрий Виноградов ӑна тума та тытӑннӑ ӗнтӗ, ҫавах та ӗҫе пуҫланӑ кӑна-ха вӑл — «ё» саспалли таран ҫитнӗ. Сӗнӳсем те пулчӗҫ — орфографи словарьне вырӑс чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсемсӗр хатӗрлеме сӗнчӗҫ. Ҫакна пурте ырларӗҫ.

Лару мӗнле иртнипе аудиоҫырура паллашма пулать.

#чӑваш чӗлхи, #орфографи, #ЧПГӐИ, #ларусем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем