Наци вулавӑшӗ кино ӳнерне юратакансене фильм пӑхма чӗнет. Унта Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери IX кинофестивальпе килӗшӳллӗн фильмсем кӑтартӗҫ. Вӑл ҫу уйӑхӗн 23–28-мӗшӗсенче иртӗ.
Ҫу уйӑхӗн 24–27-мӗшӗсенче Наци вулавӑшӗн акт залӗнче документлӑ тата илемлӗ фильмсем кӑтартӗҫ. Вӗсем конкурса хутшӑнаҫҫӗ.
Фильма курма ҫеҫ мар, ӑна хакланӑ ҫӗре те хутшӑнма май пур. Залра жюри те ларӗ: Эльга Лындина кинодраматург, Сергей Фетисов актер, Лидия Петрейкина «Чӑваш Ен» ПТРКн тӗп режиссерӗ.
Куракансем умне кунсерен Алтай, Пушкӑртстан, Бурят, Кабарда-Балкар, Тутарстан, Чечня, Якут тата Волгоград облаҫӗн киностудийӗсем хатӗрленӗ фильмсене кӑларӗҫ.
Кунсӑр пуҫне кашни кун документлӑ фильмсем кӑтартӗҫ: «Эткер» (Владимир Галошев), «Отсюда — к родному дому» (Андрей Спиридонов), «История Великого Народа» (Юрий Сергеев), «Шесть дней» (Григорий Златогоров), «Она была актрисою» (Сергей Лобода), «Металлическая струна» (Антон Николаев).