Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш ҫыравҫисен пухӑвӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.11.2010 15:34 | 1950 хут пӑхнӑ
Чӑваш наци вулавӑшӗ
Чӑваш наци вулавӑшӗ

Чӳкӗн 10-мӗшӗнче, юнкун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш ҫыравҫисен аслӑ пухӑвӗ иртрӗ. Пуху ларӑвне ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи С.Л. Павлов уҫрӗ. Пушкӑртри ҫыравҫӑсем, пухӑва килеймен ҫыравҫӑсем каланӑ салам сӑмахӗсемпе, ӗҫ йӗркипе паллаштарчӗ. Юлашки 5 ҫул хушшинче чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗ пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, хак пачӗ. Ҫыравҫӑсен ӗҫӗсене хакласа пирӗн факультетра ӗҫлекен преподавательсем те сӑмах каларӗҫ: В.Г. Родионов профессор паянхи критикӑпа литература пӗлӗвӗн аталанӑвӗ пирки, В.А. Абрамов доцент прозӑпа ӗҫлекен авторсен пултаруллӑхӗ, хальтерех тухнӑ илемлӗ хайлавсен пахалӑхӗ пирки, И.В. Софронова доцент паянхи ача-пӑча литературин аталанӑвӗ пирки.

Самани ҫӑмӑлах мар пулин те йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах литературӑмӑр аталаннине, ҫӗнӗ авторсем пичетленнине ырласа палӑртрӗҫ вӗсем. Паллӑрах хайлавӗсене туллин хак пама тӑрӑшрӗҫ. Докладсене сӳтсе явас ӗҫе пухӑннӑ ҫыравҫӑсенчен чылайӑшӗ хутшӑнчӗ. Хӑйсене хумхантаракан ыйтусемпе тухса калаҫрӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ.

#пухусем, #вулавӑшсем, #литература, #Чӑваш наци вулавӑшӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем