Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш ӑсчахӗ кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме хутшӑнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 23.05.2016 15:59 | 1965 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи Алтай чӗлхисен анлӑшӗ
Алтай чӗлхисен анлӑшӗ

Чӑваш чӗлхеҫи Александр Савельев (Сантӑр Савкилта) кӑк алтай чӗлхине тӗпчеме йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи ушкӑна кӗнӗ. Eurasia3angle (Еврази виҫкӗтеслӗхӗ) тӗпчевҫӗсен никама пӑхӑнман ушкӑнӗ кӑк алтай чӗлхи мӗнле сарӑлнине тата мӗнле пулса кайнине тишкерӗ. Унта тӗрлӗ ҫӗршыври чӗлхеҫӗсем, археологсем тата генетиксем кӗнӗ. Ушкӑн Германири Йена хулинче тӗпленсе ӗҫлӗ, Сантӑр Савкилта унта тухса кайнӑ та ӗнтӗ.

«Виҫӗ дисциплина меслечӗпе усӑ курса эпир кӑк алтай вырӑна тупма шутлатпӑр, алтай чӗлхисен йышне кӗрекен халӑхсем континент тӑрӑх мӗнле сарӑлнине ӳкерме тӗв тунӑ», — пӗлтерчӗ пире Александр Савельев.

Чӑваш тӗпчевҫи тӗрӗк чӗлхисен пайӗшӗн яваплӑ пулӗ. Вӑл икӗ енпе ӗҫлӗ. Пӗри — тӗрӗк чӗлхинчи ял хуҫалӑх терминологийӗне тӗпчессипе ҫыхӑнӗ. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх тӗрӗксем куҫса ҫӳренӗ сӑлтавсене ял хуҫалӑх аталанӑвӗнче сӑнама пулать. Ку ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кайрах кӗнекен пичетлесе кӑларасшӑн. Александр ӗҫӗн иккӗмӗш тӗпчев енӗ — филогенетика. Ӑнланмалла каласан — биологсем чӗрӗ организмсене классификациленӗ чухне усӑ куракан компьютер меслечӗсемпе тӗрӗк чӗлхисене тӗпчесси.

Eurasia3angle ушкӑн ӗҫӗ 3–4 ҫула тӑсӑласса шутлаҫҫӗ.

Аса илтеретпӗр, хальхи ӑслӑлӑх шучӗпе тӗрӗк чӗлхисем алтай чӗлхисен йышне кӗреҫҫӗ.

#чӑваш чӗлхи, #ӑслӑлӑх, #Германи, #Йена, #тӗпчевсем, #тӗнчере

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем