Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ хӗрарӑм ачине тухтӑр патне илсе каяймасӑр эрех ӗҫнӗ. Иккӗмӗш кун урӑлмасӑр ӗҫнине пулах вӑл планпа пӑхнӑ кун педиатр патне те ҫитеймен. Пӑтӑрмах пирки шурӑ халатли ҫул ҫитменнисен ӗҫӗпе тата вӗсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен комиссине пӗлтернӗ. Усал хыпара илтнӗ комисси пайташӗсем: Т.А. Михайлова, И.А. Золова, Е.В. Петрова участокри педиатрпа тата фельдшерпа ҫемьене тухса кайнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.А. Ерманов та районтисемпе пӗрле ҫемьене ҫитнӗ.
Комисси пырса кӗнӗ вӑхӑтра нумай ачаллӑ хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. Кӑҫал ҫуратнӑ хӗрне хӗрарӑмӑн аслӑ хӗрӗсем пӑхнӑ. Тӗпренчӗк валли ятарлӑ хутӑш та пулман, эмелсене те амӑшӗ ӑна паман. Ачана вӑхӑтлӑха пульницӑна вырттарма йышӑннӑ. Малашне те эрех ӗҫсен хӗрарӑма амӑш прависӗр хӑвараси пирки асӑрхаттарнӑ.