Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Искей Пайтулӗ атамана асӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта чыслав иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 18.11.2010 23:35 | 1735 хут пӑхнӑ

17 ӗмӗр варринче Раҫҫейре Ҫтенькӑ Разин ертсе пынӑ хресчен вӑрҫи вӑхӑтӗнче Чӑвашран тухнӑ чаплӑ ҫар пуҫӗ Пайтул Искеев пулнине таврапӗлӳҫӗсем тахҫанах ҫырса кӑтартнӑ. Анчах та ҫамрӑк ӑру ун пирки сахал пӗлет.

Искей Пайтулӗ — чӑваш ҫӗрӗнче патша ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкас енӗпе паттӑррӑн кӗрешнӗ ҫын. Вӑл Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри Карай ялӗнче ҫуралнӑ, 1671 ҫулта тан мар ҫапӑҫура пуҫне хунӑ. Унӑн вил тӑприйӗ — хальхи Шупашкар районне кӗрекен Чиканкасси ялӗ ҫывӑхӗнчи сӑртра. Ку вырӑн Ҫӗнӗ Шупашкар хули шутне кӗрет.

Кунти халӑх хӑйӗн авалхи утаманне манмасть. Шупашкарта Пайтул ячӗпе урам хисепленет пулсан, Ҫӗнӗ Шупашкарсем Пайтул ячӗллӗ пӗрлӗх туса хунӑ. Халӗ ҫӗкленекен микрорайона та ун ятне парасшӑн, унтах Пайтул палӑкне лартасшӑн.

Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе таврапӗлӳ музейӗ Пайтула халалланӑ уяв ирттернӗ. Унӑн ертӳҫи — В.В. Енцова халӑх ӑсчахӗ «Легенды и тайны земли Пайтула» темӑпа хула администраци пуҫлӑхӗн грантне ҫӗнсе илессишӗн проект хӳтӗлесе мала тухнипе сӑлтавланнӑ асӑннӑ ҫак уяв. Ӑна тӗплӗн хатӗрленсе ирттернӗ. Музейпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫынсем урама тухса театрализаци йӗркипе кӑтартнӑ пулӑмсене пӑхнӑ: Пайтулпа унӑн сыхлавҫи ӗлӗкхи ҫар тумӗпе юланутсемпе килсе халӑха ырӑ сунса сывпуллашнине, Пайтул мӑшӑрӗ Минисса пулса вылякан хӗрарӑм сӑнарне те калӑпланине тата ытти пулӑмсене кӑтартнӑ. Культура керменӗн фольклор ушкӑнӗ чӑвашсен авалхи юррисене шӑрантарнӑ.

Уявра Пайтул еткерне — унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне тӗпчесе вуншар кӗнекере ҫырса кӑларнӑ Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши академик ертсе пыракан ушкӑн хутшӑнчӗ. Чӑвашсен обществӑпа культура центрӗн ячӗпе музее Пайтул ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене, унӑн Минисса ятлӑ арӑмӗн портретне, Пайтулӑн пулас палӑкӗн макетне парнеленӗ.

Хамӑр районти ентешсем ячӗпе уявра ЧОКЦ делегацийӗн йышӗпе пынӑ Н.Г. Ершов ҫыравҫӑ-таврапӗлӳҫӗ сӑмах каланӑ, хӑйӗн «Чӑваш халӑх паттӑрӗ — Пайтул» сӑввине вуланӑ.

Уяв хулари музейсен, вулавӑшсен, культура ӗҫченӗсен ертӳҫисен, шӗпсутҫӑсен «ҫавра сӗтел» хушшинчи тӗлпулӑвӗпе вӗҫленнӗ. Кунти хула администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ В.Е. Макаров пурне те тав тунӑ.

#Пайтул, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #уявсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем