Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Кӗрлевре ял уявӗ кӗрлерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 30.05.2016 09:01 | 2774 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче шӑматкун, ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ял уявӗ ирттерчӗҫ. Ку ял Штанаш ял тӑрӑхне кӗрет. Ун пирки пӗрремӗш хут 18-мӗш ӗмӗрте асӑннӑ. Ял ячӗ «кӗрлев» (выр. шуметь) сӑмахран пулса кайнӑ, теҫҫӗ, вӑл Ҫӗмӗрлене ҫитиех тӑсӑлакан вӑрмантан инҫех мар вырнаҫнӑ. Йывӑҫсем те, ялпа юнашар юхакан пӗчӗк юханшыв та самаях хумханса кӗрленӗ пулас. Ялта 2011 ҫулта 50 кил пулнӑ, 125 ҫын пурӑннӑ. Унтанпа кил шучӗ те, пурӑнакансен йышӗ те самаях чакнӑ пулин те, ял халӑхӗ Сидоров Николай Титович пуҫарнипе ял уявне ирттерме шутланӑ.

Уява йӗркелеме Чучаковсен ҫемьи, Савельева Роза пулӑшнӑ. Хӗрлӗ Чутайри «Пельменная» кафе ӗҫченӗсем те килсе ҫитнӗ. Ял халӑхне саламлама ҫавӑн пекех хаклӑ хӑнасем те килме кӑмӑл тунӑ: Хӗрлӗ Чутай район пуҫлӑхӗ Александр Степанов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Павлов, Штанаш ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Светлана Ефимова, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ 97 ҫулхи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ Яковлев Алексей Алексеевич, Штанашри артистсем тата ыттисем те.

Галина Зотова пухӑннисене Кӗрлев ял истрийӗпе паллаштарчӗ: ялтан тухнӑ паллӑ ҫынсем, вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартса орден -медаль илме тивӗҫ пулнисем те ҫак пӗчӗк ялта чылай-мӗн. Тӑван киле таврӑнайманнисене «Астӑвӑм» кӗнекере 21 ят асӑннӑ. Сӑмах май, тӑванӗсем Савельев Егор Ивановичпа Яковлев Виктор Алексеевичӑн ячӗсене хушма ыйтрӗҫ. Вӑрҫа хутшӑннисенчен «Астӑвӑм» кӗнекере Савельев Митрофан Ивановича та асӑнман иккен. Пухӑннисем вӑрҫӑра вилнисене асӑнса пӗр минут хушши шӑп тӑчӗҫ.

1919 ҫулта ҫуралнӑ истори учителӗ, виҫӗ вӑрҫа хутшӑннӑ танкист Алексей Яковлев вӑрҫӑра 4 хутчен аманнӑ, 2 хутчен контузи пулнӑ, чутах танкра ҫунса кайман. Вӑл чи малтанах хӑйне ял халӑхӗ манса кайманшӑн тав турӗ, ҫамрӑксене ялта пурӑнма, аслисене хисеплеме, ҫамрӑксене тӑрӑшса вӗренме, сывӑ пурнӑҫпа пурӑнма чӗнсе каларӗ. Александр Степановпа Валерий Павлов пурне те уяв ячӗпе саламларӗҫ, ял уявне йӗркелекенсене тав турӗҫ.

— Ҫакӑн пек пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем малашне татах та пулччӑр, — терӗ Валерий Михайлович ял халӑхне ыр сунса.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Титовичпа Вера Михайловна Сидоровсене, Георгий Ивановичпа Галина Павловна Кассировсене пӗрлешнӗренпе 45 ҫул ҫитнӗ ятпа саламласа асӑнмалӑх парнесем пачӗ, Тав хучӗпе чысларӗ. Кассирова Елена Павловна нумаях пулмасть 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ, ун ячӗпе те уявра ятарлӑ юрӑ янӑрарӗ. Ялти сумлӑ ватӑсене пурне те пӗчӗк парнепе чысларӗҫ, юрӑпа саламларӗҫ: Чучакова Нина, Критинина Ольга, Михайлова Ольга, Яковлева Ольга, Яковлев Алексей, Зотова Клавдия, Андреева Галина, Сидорова Анна, Никитин Геннадий, Харитонов Николай, Ильина Ольга, Михайлова Нина, Кассирова Марфа, Манина Нина, Егоров Леонид.

Уява Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ илем кӳчӗ. Пухӑннисем истори материалӗсемпе паллаштаракан стена хаҫачӗпе те паллашма пултарчӗҫ. Чылайӑшӗ уява чӑваш тумӗпе килнӗ, пӗчӗккисене валли те уяв кӗпи янтӑланӑ. Чӑваш яшки, чӑваш сӑри, чӑваш юррипе ташши ял халӑхӗн асӗнче чылайччен упранӗ, мӗншӗн тесен кун пек уяв ялта пӗрремӗш хут иртрӗ.

#Штанаш ял тӑрӑхӗ, #ял уявӗсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #уявсем, #культура, #Кӗрлев, #Штанаш

 

Сӑнсем (40)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем