Ҫамрӑксем каникул вӑхӑтӗнче укҫа ӗҫлесе илме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисем уйлӑхсенче вожатӑйра тӑрӑшаҫҫӗ, теприсем пуйӑсри проводнике ӗҫлеме вырнаҫаҫҫӗ.
Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗн центрӗнче «Пассажир вакунӗнчи проводник» вӗренӳ иртнӗ. Унта студентсем 220 сехет ӑс пухнӑ. Вӗсем хӑйсем экономикӑна тата Раҫҫей саккунӗсене хӑш шайра пӗлнине тӗрӗсленӗ. Чукун ҫулӑн пӗтӗмӗшле курсӗ, пассажирсене пулӑшу кӳни тата ытти темӑпа вӗреннӗ вӗсем.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 80 ҫамрӑк квалификаци экзаменне тытнӑ, удостоверени илнӗ. Ҫӗртмен 4-мӗшӗнче 47 яш-хӗр «Питӗр – Анапа» рейсра ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Сӑмах май, пӗлтӗр ку енӗпе ҫулла 47 ҫын ӗҫленӗ.