Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чутайсем ташӑ ӑсталӑхӗ енӗпе ӑмӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 30.05.2016 11:25 | 1927 хут пӑхнӑ
Культура

Хӗрлӗ Чутай районӗнче нумай пулмасть Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ятсене тивӗҫнӗ Алексей Дмитриевич Мокина асӑнса кӑҫалхипе 5-мӗш хут «Ташша яра пар!» фестиваль иртрӗ. Фестивале йӗркелекенӗ — районти администрацин культура енӗпе ӗҫлекен Александр Самсонов тата культурӑн специалист-эксперчӗ Алина Михуткина.

Ҫӗнтерӳҫӗсене икӗ ушкӑнпа палӑртрӗҫ: кӗҫӗннисем тата аслисем. Кӑҫал малти вырӑнсене Штанашри «Штаваш» ташӑ ушкӑнӗсем йышӑнма пултарчӗҫ: ачасем те, аслисем те. 2-мӗш вырӑнта — «Ангелочки» ушкӑн, 3-мӗшсем Хӗрлӗ Чутай шкулӗн «Танц — класс» ушкӑнӗпе Мӑн Этменри культура ҫурчӗн «Сердечко» ташӑ ушкӑнӗ. Аслисем хушшинче иккӗмӗш вырӑнта Мишеркассинчи культура ҫурчӗн «Сӑр таппи» ташӑ ушкӑнӗ, виҫҫӗмӗшсем — Сӗнтӗкҫырминчи «Ярапа» тата Мӑн Этменьри «Подснежник» ташӑ ушкӑнӗсем.

#Штанаш, #Мишеркасси, #Сӗнтӗкҫырми, #Мӑн Этмен, #пултарулӑх, #Ташша яра пар, #конкурссем, #Мӑн Этмен, #культура, #ташӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем