Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗнсенчен пӗринпе, 68-мӗш номерлипе Владимир Доброхотова транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗнчен хӑтарнӑ. Сӑлтавне ӑнлантарман. Анчах кун пирки Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланинче Михаил Игнатьева экс-министра ҫӗнӗ ӗҫре ӑнӑҫу суннине каланӑ.
Транспорт тата ҫул-йӗр министрне вара Михаил Резникова лартнӑ. Вӑл паянччен Чӑваш Ен правительствинчен премьер-министрӑн ҫумӗ шутланӑччӗ. Министр пуканне шанасси пирки калакан хушура ӑна унчченхи должноҫрен хӑтарассине палӑртнине шута илсен вӑл вице-премьер пулма пӑрахассине пӗлтернине ӑнланма йывӑр мар.
Министр пӳлӗмне Михаил Резникова паянах куҫса ларнӑ, асӑннӑ ведомство структуринче те унӑн хушамачӗ тӑрать.