Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑваш тӗнчинче» 15 пин сӑн ытла!

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 25.11.2010 10:47 | 1594 хут пӑхнӑ

«Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейи кунран кун пуянланса пырать. Ӑна йӗркеленӗ чухне чӑваш тӗнчипе ҫыхӑннӑ вырӑнсене сӑнласа кӑтартас, чӑваш пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене ҫутатас тӗллев пулнӑ. Ку ӗҫ майӗпен пурнӑҫланса пырать те.

Чӑваш ялӗсене сӑнласа кӑтартас тӗлешпе хальхи вӑхӑтра ытларах республикӑн тури районӗсен ялӗсем кӗнӗ. Танлаштарнӑ май ҫак районсенчи ялсене ытларах сӑнлани курӑнать: Шупашкар районӗ (76 ял), Красноармейски районӗ (34 ял), Ҫӗрпӳ районӗ (33 ял), Муркаш районӗ (27 ял), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (20 ял), Элӗк районӗ (13 ял), Вӑрнар районӗ (5 ял). Ҫавӑн пекех Канаш, Куславкка, Етӗрне, Елчӗк районсенчи ялсен сӑнӗсем пур. Нумай мар пулин те пур.

 

«Чӑваш тӗнчинче» ытти сӑн та чылай: музейсенчи сӑнсем (10 ытла музей, нумай пулмасть Бичурин музейӗнчи сӑнсене вырнаҫтарнӑччӗ), тӗрлӗ мероприятисенче тунӑ сӑнӳкерчӗксем (юбилейсенче, ӑслӑлӑх конференцийӗсенче, конкурссенче, концертсенче, уявсенче). Чӑваш Енсӗр пуҫне эсир ҫавӑн пекех Самар облаҫӗнчи, Тутарстанри, Пушкӑртри сӑнсемпе паллашма пултаратӑр! Хутшӑнакансен альбомӗсенче те сахал мар сӑнӳкерчӗк — 2 500 яхӑн!

 

Интереслӗ? Кӗрсе курӑр — http://www.gallery.chuvash.org!

#Красноармейски районӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ, #Шупашкар районӗ, #сайтсем, #Муркаш районӗ, #Ҫӗрпӳ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Элӗк районӗ, #Вӑрнар районӗ, #музейсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://gallery.chuvash.org
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем