Эдисон Патмар ҫӗнӗ кӗнеке калӑпласа кӑларчӗ, тесе пӗлтерет Янкасҫӑсен пӗрлӗхӗ. Унӑн «Чӑвашла-вырӑсла халӑх сӑмах кӗнеки» (Иванпа Эдисон Патмарсен ҫырнисен пуххин 6-мӗш томӗ) 1 пин экземпляр тиражпа Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире кун ҫути курчӗ. Автор кӗнеке умсӑмахӗнче ҫак шухӑша палӑртать: «Чӑвашла вырӑсла халӑх сӑмах кӗнекине кӑларас шухӑш иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенчех ҫуралнӑччӗ. Тӗрлӗ тӑрӑхри чӑваш ялӗсенче пулнӑ май (эпӗ 646 чӑваш ялӗнче пулса куртӑм тет вӑл) хам пӗлмен тата ӑнланман диалект сӑмахӗсене самай тӗл пултӑм. Вӗсем кӗнекесенче пачах ҫук иккен. Кунсӑр пуҫне ку ӗҫре чӑваш ӑсчахӗсем кӑларнӑ сӑмахсарсемпе те анлӑн усӑ куртӑм».
Кӗнеке умсӑмахӗнче автор вулавҫӑсене илемлӗ, кӑсӑклӑ тата пуян чӑваш чӗлхине вӗренме чӗнсе калать; вӑл, тӑрӑшса вӗренсен, йывӑр маррине ӗнентерет.