Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
kunadina 27.11.2010 08:49 | 2462 хут пӑхнӑ

Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) пулчӗ. Кӗнекене 2008-2009 ҫулсенче Chuvash.Org сайт урлӑ ирттернӗ литература ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ шкул ачисемпе вӗрентекенсен хайлавӗсенчен калӑпланӑ. 2008 ҫулта фантастика конкурсӗ, 2009 ҫулта — «Халап хапха тӑрринче» юмахсен конкурсӗ иртнӗ. Ҫак конкурссене Николай Плотников Chuvash.Org сайтӑн тӗп администраторӗпе Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловка шкулӗн директорӗ Владимир Андреев йӗркеленӗ.

Николай Плотников конкурс ирттерме ҫӑмӑл марине, уйрӑмах кӗнеке кӑларма йывӑр пулнине палӑртрӗ. Анчах та ҫак ӗҫе хӑй кӑмӑлпа, юратса пурнӑҫланине пӗлтерчӗ. Конкурс вӑхӑтӗнче пухӑннӑ ӗҫсем хушшинче малти вырӑнсене йышӑннӑ хайлавсене кӗнекен халӑх патне ҫитерме хутшӑннӑ ытти ҫынсем те тухса сӑмах каларӗҫ. «Асамлӑх ҫулне» ӳкерчӗкӗсемпе илемлетме Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ шкулӗнчи «Ӑсталӑх кӗперӗ» кружока ҫӳрекен ачасене явӑҫтарнӑ сӑнарлӑ ӑсталӑх урокӗсене вӗрентекен, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Станислав Юхтар кӗнекене капӑрлатас ӗҫ мӗнлерех пулса пыни пирки кӗскен пӗлтерчӗ. «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекен дизайнне тунӑ каччӑ, «Тӑван ен» хаҫат дизайнерӗ Виктор Бычков, пултаруллӑ вӗренекенсемпе вӗрентекенсене мухтарӗ, малашне те ҫитӗнӳсем тума, малалла тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем тума сунчӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗн хастарӗ, кӗнеке кӑларма укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ Патӑрьел тӑрӑхӗн каччи Эдуард Николаев та конкурс ҫӗнтерӳҫисен ӗҫне халӑх патне ҫитерес ӗҫе хавхаланса, кӑмӑлтан хутшӑннине палӑртрӗ, хайлав авторӗсене ҫӗнтернӗ ятпа саламларӗ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хусанушкӑнь тӗп шкулӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Светлана Яруткинӑпа ҫак районти Штанашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Галина Зотова конкурса хутшӑнакансем патне пушӑ алӑпа килмен, хӑйсем кӑларнӑ кӗнекесене парне тума илсе килнӗ.

Хӑтлавра (презентацинче) Улатӑрти чукун ҫул техникумӗн 2 курс студентки, конкурсра иккӗмӗш вырӑннӑ йышӑннӑ «Ҫӑткӑн кӑмпасем» сӑвӑ авторӗ Анна Васильева, Элӗк районӗнчи Тавӑт вӑтам шкулӗнче 9 класра вӗренекен, «Халап хапха тӑрринче» конкурса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ «Иленушкӑнь» сӑвӑ авторӗ Анастасия Федорова, Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен, «Халап хапха тӑрринче» конкурса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ «Карман ту» хайлав авторӗ Петрова Алина Геннадьевна хӑйсен сӑввисене чуна витермелле каласа пачӗҫ.

Паллӑ ҫыравҫӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премии лауреачӗ Лидия Сарине хӑтлава пухӑннисене тав турӗ. Конкурссем йӗркелесе кӗнеке кӑларас ӗҫе арҫынсем хутшӑнни уйрӑмах сӑвӑҫӑн кӑмӑлне кайнӑ. Вӑл ҫак пархатарлӑ ӗҫ малалла аталанасса шаннине, шкул ачисемпе вӗрентекенсене хӑйсен пултарулӑхне кӗнекен кӑларса нумай вулакан патне ҫитерме май туса пани питӗ ырӑ ӗҫ пулнине пӗлтерчӗ. Хальхи вӑхӑтра хайлав пичетлес ӗҫ тӑкаклӑ, хаклӑ пулнине шута илсен маттур арсене пушшех те мухтамаллине палӑртрӗ.

Чӑваш халӑх артисчӗ, паллӑ юрӑҫ Иван Христофоров пултаруллӑ сӑвӑҫӑсемпе юмах-халап ӑстисене мухтарӗ, ӑнӑҫу сунчӗ, халӑх юратакан хитре юрӑсем шӑрантарса уява илемлетрӗ.

Хӑтлавра Чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, «Раҫҫей ялӗсен энциклопедийӗ» (Мускав хули) ӑслӑлӑх, культурӑпа ҫут ӗҫ обществин регионти (Чӑваш Енри) уйрӑмӗн секретарӗ, Чӑваш халӑх сайчӗн ӗҫне активлӑ хутшӑнакан Сосаева Алина Аркадьевна, тӗрлӗ шкулсенчи вӗрентекенсем т. ыт. те тухса калаҫрӗҫ. Хӑтлава хайлавсен авторӗсем тата ӑна кӑларма пулӑшнӑ пур ҫын та килсе ҫитнӗ, республикӑн нумай кӗтесӗнчи шкул ачисемпе вӗрентекенсем йышлӑн хутшӑннӑ. Хӑтлава килнисене пурне те конкурссене йӗркеленӗ Николай Плотников алӑ пуснӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнеке асӑнмалӑх парне пулчӗ.

 

Хӑтлав саманчӗсем

#Тавӑт, #Ҫырмапуҫ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #кӗнекесем, #Чӑваш Сурӑм, #Шупашкар, #Элӗк районӗ, #хӑтлавсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем