Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -11.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ҫатра-Лапсар шкулӗнче В.П. Станьял ачасемпе тӗл пулчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 27.11.2010 22:16 | 1716 хут пӑхнӑ
Тӗлпулура
Тӗлпулура

Сӑнсем

 

Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсар шкулӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗпе, вӗрентӳҫӗпе Виталий Петрович Станьялпа тӗлпулу иртрӗ.

Сехет ҫурӑ хушшинче Виталий Петрович хӑй пирки кӑсӑкли нумай каласа пачӗ — ача чухне ирхи сывлӑм тӑрӑх ҫаруран чупса ҫӳрени пирки те, выҫлӑх ҫулне пӑрҫа ҫисе ирттерни пирки те. Ӑна итлеме чӑн та интереслӗ пулчӗ — шкул ачисем пӗр сас кӑлармасӑр итлесе ларчӗҫ.

Ачасем ыйтусем памасӑр чӑтаймарӗҫ — Станьял хушма ят ӑҫтан тухни те, пӗрремӗш сӑвва хӑҫан ҫырни те, илемлӗ хайлав мӗнле ҫырма пуҫласси те вӗсене кӑсӑклантарчӗ. Станьял хушма ята Виталий Петрович студентсем сӗннипе илнӗ иккен. Пӗрремӗш сӑввине шкула пӗчӗклех ҫырнӑ пулнӑ — шкула илменни самай пӑшӑрхантарнӑ иккен, сӑвӑ ҫуралма сӑлтав панӑ. Сӑввине каласа памарӗ — 7 ҫулхи ачан вӑл ӑнӑҫлах тухман терӗ. Илемлӗ хайлава ҫырма пуҫламашкӑн Виталий Петрович малтах асра юлнӑ чи паллӑ саманта ҫырса кӑтартма сӗнчӗ. Ун хыҫҫӑн вара малалла ҫырасси ҫӑмӑллӑн каять.

Ҫатракасси ялӗн этимологийӗ пирки те ачасене каласа пачӗ — тымарӗ ҫатракаран мар иккен, «ҫут» (икӗ шыв хушшинчи ҫӳллӗ, аякранах курӑнакан вырӑн) сӑмахран. Вӑл, «-ра» аффикс хушӑннӑ хыҫҫӑн улшӑнса «ҫат» пулса тӑнӑ иккен.

Виталий Петрович пушӑ алӑпа килмен — шкул ачисене, вӗрентекенсене тата шкула кӗнекесем парнелерӗ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Николай Плотников (вӑл ҫак шкулта 9 клас пӗтернӗ) тин ҫеҫ тухнӑ «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекене шкул вулавӑшне парнелерӗ. Сӑмах май, кӗнекен хӑтлавӗ ӗнер кӑна иртнӗччӗ.

Ачасем те парӑмра юлмарӗҫ — пӗчӗк концерт кӑтартрӗҫ — хальхи чӑваш эстрадӑри юрӑсане шӑрантарса пачӗҫ. Анне кунӗ иртнӗрен вӗсен пултаралӑхне кура амӑшӗсем те савӑнса ларчӗҫ.

Тӗлпулу шкул музейне кайса курнипе вӗҫленчӗ. Виталий Петрович музей чаплӑ пулнине пӗлтерчӗ (вӑл чылай шкул музейӗсене ҫитсе курнӑ иккен), ӑна лайӑхлатма сӗнӳсемпе канашсем пачӗ. Сӑмах май, 2012 ҫулта шкул 100 ҫулне паллӑ тумалла. Ӑна сумлӑрах кӗтсе илме Виталий Петрович шкул кӗнекине, музейӗн буклетне хатӗрлеме сӗнчӗ. Шупашкар район энциклопедийӗ валли те музейра материал нумаййи пирки пӗлтерчӗ, ӑна кӑларакансене вӗсене ярса пама каларӗ.

#тӗлпулусем, #шкулсем, #Ҫатракасси, #Шупашкар районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем