Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Белов ӗҫ вырӑнӗнне пӑрахасси пирки заявлени ҫырнӑ. Капла хута вӑл паян шӑрҫаланӑ иккен. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче хула чиккипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ чух хулари Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхӗ тухса калаҫрӗ.
Владимир Белов мӗншӗн ҫемҫе, ҫав вӑхӑтрах яваплӑ пукана пӑрахас йышӑну патне ҫитсе тухни пирки хальлӗхе уҫӑмлӑн калаймастпӑр. Сакӑр уйӑх ку должноҫре тимленӗ ҫын пирки тӗрлӗрен калаҫакансем пур. Хӑшӗсем хакланӑ тӑрӑх, В. Белов вӑхӑтӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче лару-тӑру начарланса кайнӑ, ҫӳп-ҫапа та вӑхӑтра турттарми пулнӑ имӗш. Теприсем сити-менеджера ҫӳлтисем заявлени ҫырма ыйтнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
В. Белов Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине ертсе пырас шухӑшпа та конкурса хутшӑннӑ, анчах вӑл должноҫе Игорь Калининченкӑна лартнӑ.