Канаш район администрацийӗ Ҫамрӑксен правительстви валли кандидатсенчен заявленисем малалла йышӑнассине пӗлтернӗ. Тивӗҫлӗ кандидатсем тесе шутлаканнисем пирки хутсене предприяти-организацисенчен, учрежденисенчен, общество пӗрлешӗвӗсенчен, 18—35 ҫулсенчисен ҫамрӑксенчен хӑйсенчен те йышӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑксен правительствине лекес текенсен Канаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнни кирлӗ.
Ҫамрӑксен правительстви район администрацийӗшӗн консультаципе канашлу органӗ шутланать. Унӑн пайташӗсене укҫа тӳлемеҫҫӗ.
Анкетӑсене ҫитес уйӑхӑн 6-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Хутсене Канаш район администрацийӗнчи 32-мӗш пӳлӗме пырса памалла. Вӗсене вӗренӳ управленийӗн тӗп специалист-эксперчӗ Алина Клементьева йышӑнать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8 (83533) 2-15-49.