Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ шкул ачисем хушшинче олимпиадӑсемпе конкурссем ирттерет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 30.11.2010 11:44 | 2122 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 16-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ йӗркеленнӗренпе 20 ҫул ҫитет. Ҫак датӑпа палӑртас тӗлӗшпе факультет шкул ачисен хушшинче олимпиадӑсемпе тӗрлӗ ӑмӑртрусем ирттерет:

«Янра, чӑваш чӗлхи» сочинени ӑмӑртӑвӗ (8-9 классем, сочиненисене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);

«Чи лайӑх илемлӗ хайлав» — сӑвӑ, калав, эссе, тӗрленчӗк (8-9 классем, хайлавсене факультета раштавӑн 15-мӗшӗччен ярса памалла);

● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхи тата литература» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-01 аудитори);

● Раштавӑн 16-мӗшӗнче — 10-11 классенче вӗренекенсем хушшинче «Культура родного края» олимпиада (пуҫламӑшӗ 9 сехетре, 2-03 аудитори);

Сӑвӑ вулакансен ӑмартӑвӗ — пуҫламӑш классем (раштавӑн 16-мӗшӗнче, пуҫламӑшӗ 9 сехетре);

«Чӗлхе, литература, тӑван ен культури» олимпиада — 5-6 класра вӗренекенсем хушшинче (раштавӑн 16-мӗшӗнче 9 сехетре иртӗ)

 

Шкул ачисен ӗҫӗсене сумлӑ жюри членӗсем хаклӗҫ. Шкул ачисене те вӗсен вӗрентекенӗсене те сертификатсем пама палӑртнӑ, ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсем кӗтеҫҫӗ.

Сочиненисене вӑраха ямасӑр ҫак адреспа ҫитерме тӑрӑшӑр: Шупашкар хули, Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт, 229 пӳлӗм (4, 12, 14, 21 маршрутлӑ троллейбуссемпе «Университет» чарӑнӑва ҫитмелле).

Тел.: 45-23-39, 58-18-40.

Факультетпа ҫыхӑнмалли телефон: (8-8352) 45-03-37 (31-01).

E-mail: galiil69@mail.ru (Ильина Галина Геннадьевна — студентсен ӑслӑлӑх пӗрлешӗвӗн ертӳҫи). Карас телефонӗ: 8-937-370-15-82.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #олимпиадӑсем, #Шупашкар, #ӑмӑртусем, #литература

 

Комментари:

Лиза // 1326.86.1035
2011.01.02 20:11
"Янра,чаваш челхи" конкурс петемлетевесене аста пахмалла, ниепле те тупаймастпаро

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем