Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чӑвашран тухса хрантсусла лекци вуланӑ физик мемуарне хӑтланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 29.06.2016 08:22 | 1774 хут пӑхнӑ
Персона
Леонид Ленский профессор
Леонид Ленский профессор

Ку хыпара паян кӑна пӗлтӗм. Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн академикӗн, ял хуҫалӑх наукисен докторӗн, К.А. Тимирязев ячӗллӗ Раҫҫейӗн патшалӑх аграри университечӗн профессорӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Леонид Ленский пирки. Тата тӗрӗсрех каласан, унӑн мемуарӗсем ҫинчен. Унтан та тӗплӗнрех палӑртсан, ҫавсене хӑтлани пирки.

1937 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Аслӑ Тивӗшре 1937 ҫулта ҫуралнӑ Леонид Ленский ӗҫӗсене ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче хӑтланӑ. "Цивильский самородок" кӗнекене ашшӗн мемуарӗсене пухса ывӑлӗ Игорь Ленский кун ҫути кӑтартнӑ. Хӑтлава та вӑлах йӗркеленӗ. Игорь Леонидович — Раҫҫей Писательсен союзӗн членӗ, "Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем" акционерсен обществин "Гудок" хаҫат редакторӗ тата тишкерӳҫи.

Леонид Александрович академик Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче 1959—1961 ҫулсенче ӗҫленӗ. Мал ӗмӗтлӗскер хрантсус чӗлхине 6 уйӑхра хӑй тӗллӗн вӗреннӗ. Ют чӗлхене вӑл чикӗ леш енче лекцисем вулама май килтӗр ӗмӗтпе шӗкӗлченӗ. Икӗ ҫулта асӑлӑ шкулти хими курсне алла илнӗ. Кӗҫех вӑл физикӑпа тата химипе никӗс ӗҫсен авторӗ пулса тӑрать.

Мускаври аграри университетӗнче те ӗҫлет, Алжирта лекцисене хрантсусла вулать. 2009 ҫулта Мускавра хӑйӗн дачинче пуҫ мимин шыҫҫине пула куҫне хупать.

Леонид Ленский ҫуралнӑ ҫурт ҫине 2014 ҫулта Раҫҫейӗн агроинженери инситучӗ пуҫарнипе асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

#хӑтлавсем, #кӗнекесем, #Ял хуҫалӑх академийӗ, #Аслӑ Тивӗш, #Ҫӗрпӳ районӗ, #ӑслӑлӑх

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем