Кӗҫнерникун, раштавӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхин пӗрлехи комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унта комисси йышӗпе пӗрле Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн директорӗ Юрий Исаев, чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн ӗҫтешӗ Александр Кузнецов тата Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн кафедра пуҫлӑхӗ Пётр Метин хутшӑнчӗҫ.
Пухӑннисем хальхинче чӑваш шкулӗсенчи тӑван чӗлхепе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва сӳтсе яврӗҫ, ку тӗлӗшпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну йӗркелеме палӑртрӗҫ. Яланхи пекех тӗп вырӑнта ҫӗнӗ терминсене пӑхса тухса ҫирӗплетесси пулчӗ. Чи малтанах 4-мӗш класра вӗренекен „Православи культури никӗсӗн“ Геннадий Дегтярёв куҫарса хатӗрленӗ тӗн терминӗсене (ачасене, тӗслӗхрен, „милосердие“ ӑнлава хаҫат-журналти пек „ыркӑмӑллӑх“ тесе мар, „хӗрхенекен кӑмӑл“ тесе вӗрентӗҫ; „православи“ термина чӑвашла чиркӳ кӗнекисенчи пек „чӑн тӗн“ тесе мар, „православи“ тесех палӑртӗҫ) усӑ курма йышӑнчӗҫ. Унтан Пётр Метин профессор шкул кӗнекисенчи литература терминӗсемпе паллаштарчӗ. Комисси пайташӗсем палӑртнӑ тӑрӑх пӗр ӑнлавах 3-4 тӗрлӗ палӑртни ачасене хӑтлӑ пӗлӳ илме чӑрмантарать. Малашне кӗнеке авторӗсем Комисси ҫирӗплетнӗ терминсемпе кӑна усӑ курма пуҫлӗҫ.
Пухӑннисем юлашкинчен Комиссин ҫитес ларӑвӗн кун йӗркине йышӑнчӗҫ. Яланхи ыйтусемпе пӗрлех унта Чӑваш Республикин чӗлхесем ҫинчен калакан саккунӗ республикӑри культура учрежденийӗсенче мӗнле пурнӑҫланса пынине те сӳтсе явӗҫ.
Ларура йышӑннӑ документсемпе эсир ҫитес вӑхӑтра Комисси сайтӗнче паллашма пултаратӑр.