Ӗнер пирӗн республикӑра тӗрӗслев органӗсем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене тӗрӗсленине канашлӑва пухӑнсах сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Элтепер унта Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн сӑмахӗсене аса илтернӗ: «Тӗрӗслев-надзор органӗсен тӗп тӗллевӗ штрафсем пухасси мар, экономика ӗҫ-хӗлӗ валли йӗркеллӗ условисем туса хурасси». Чӑваш Енӗн Муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев тӗрӗслев мероприятийӗсем нумай чухне усӑ кӳменнине, йывӑрлӑхсене татса пама пулӑшманнине палӑртнӑ. Вӑл кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем тӗлӗшпе ирттернӗ тӗрӗслевсен шучӗ 17%, планпа палӑртнисен шучӗ 24%, планпа маррисен шучӗ 10% чакнине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах дисциплина енчен тата уголовлӑ майпа явап тыттарнисен йышӗ ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач—ҫӗртме уйӑхӗсенче 1128 тӗрӗслев ирттернӗ: ҫав шутран ытларахӑшне, 972-шне, — прокуратура (86%), Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Ульяновск облаҫӗнчи управленийӗ — 55 (ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 3 хута яхӑн ытларах), Ростехнадзор — 33 (2015 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пачах ирттермен). Станислав Николаев ҪҪХПИ, РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ, Пенси фончӗ тӗрӗслевсен шутне пӗлтӗрхипе танлаштарсан чакарнине каланӑ.