Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Любовь Мартьянова. «Эсӗ чӗртнӗ вучах»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 11.12.2010 20:12 | 2196 хут пӑхнӑ
Любовь Мартьянова
Любовь Мартьянова

Раштавӑн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче Любовь Мартьянова ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ ятпа «Эсӗ чӗртнӗ вучах» ятлӑ курав уҫӑлать. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.

 

Любовь Васильевна Мартьянова 1950 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Карапаш ялӗнче ҫуралнӑ. Октябрьскинчи вӑтам шкулта пӗлӳ пухнӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче ӗҫленӗ.

Каярахпа Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974-1977 ҫулсенче Патӑрьел районӗнчи Турханти вӑтам шкулта ачасене вӗрентнӗ. 1977 ҫултан пуҫласа «Тӑван Атӑл» журналта поэзи пайне ертсе пынӑ.

Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Эп чӗртнӗ вучах» (1982), «Сенкер ачалӑх» (1983), «Шурӑ юр юрри» (1986), «Йышӑнман сӑмахсем» (1991).

 

Ҫӗнӗрен уҫӑлакан куравра эсир чӑваш сӑвӑҫин килти архивӗпе, унӑн кӗнекисемпе, тӗрлӗ ҫулсенче хаҫат-журналсенче пичетленнӗ вӑл ҫырнӑ статьясемпе паллашма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех кунта Любовь Мартьяновӑн автобиографиллӗ сӑнӳкерчӗкӗсене те курма пулӗ.

Курава чӗннисен шутӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Иван Иванов, Чӑваш патшалах университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем. Ҫавӑн пекех ытти сӑвӑҫсем, ҫыравҫӑсем, драма театрӗсен актёрӗсем пулӗҫ.

К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗ пурне те курава йыхравлать!

#литература музейӗ, #музейсем, #куравсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем