Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Паллӑ ентеше манмаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 12.12.2010 11:06 | 1920 хут пӑхнӑ
Борис Алексеев
Борис Алексеев

СССР халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх акдеми драма театрӗн актерӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет. Вӑл Шупашкар районӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫавна майӑн унӑн ентешӗсем пултаруллӑ артистӑн юбилейне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Паҫпак Мишши ҫыравҫӑ районти «Бичурин тата паянхи самана» музее артистӑн сӑнӳкерчӗкӗсене тата ун ҫинчен хаҫатра пичетленнӗ материалӗсене пырса та панӑ ӗнтӗ.

 

Алексеев Борис Алексеевич 1911 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Паҫпак ялӗнче ҫуралнӑ. 1932 ҫулта Чӑваш музыкӑпа театр техникумӗн театр уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Чӑваш драма театрне илнӗ. Унта вӑл мӗн ӗмӗрӗ вӗҫлениччен ӗҫленӗ. Унӑн паллӑрах ролӗсем: Ухтеркке («Судра», Ф. Павлов, 1941), Ленин («Пӑшаллӑ ҫын», Н.Ф. Погодин, 1942), Энтип («Энтип», В.Т. Ржанов, 1948). Борис Алексеевич П.Н.Осипов, Н.С. Айзман, Александр Кӑлкан, А. Эсхел, Г. Харлампьев, Л. Родионов, Н. Терентьев ҫырнӑ чылай пьесӑсенче вылянӑ.

1940 ҫулта РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, 1943 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, 1960 ҫулта РСФСР халӑх артисчӗ, 1969 ҫулта СССР халӑх артисчӗ ятсене илме тивӗҫнӗ. Шупашкарта та пӗр урама ун ятне панӑ.

Пултаруллӑ артист 1973 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

#Шупашкар районӗ, #Бичурин музейӗ, #музейсем, #Паҫпак

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем