Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Трак ен» Ҫӗпрел районне ҫитрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.12.2010 12:13 | 1717 хут пӑхнӑ
«Трак Ен» ушкӑн
«Трак Ен» ушкӑн

Ырӑ йӑла-йӗрке ҫухалмасть пирӗн йӑваш халӑхӑн. Ӗлӗкренех пӗр-пӗрин патне ҫитсе-курса пӗр-пӗрин пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашасси тата ҫав тӗл пулура пухӑннисене асӑнмалӑх юрӑ-ташӑпа савӑнтарасси манӑҫман.

Красноармейски районӗнчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи Н. Янкас премийӗн лауреачӗ «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ (илемлӗх ертӳҫи Н. Никоноров баянист-юрӑҫ) 15 ҫул ытла ӗнтӗ куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, чун-чӗрере вӑй-хал хушма пулӑшать тата хуйхӑ-суйха пӗрле пайлать. Асӑннӑ тапхӑрта пӗчӗкех мар йыш Трак ен тӑрӑхӗнчи кашни ялтах, хӑш-пӗр ҫӗрте темиҫе хутчен те, пулнӑ, хӑйӗн пуян та тулли содержаниллӗ программине кӑтартнӑ. Вырӑнти артистсем районти ялсенче ҫеҫ мар, республика тулашӗнчи чӑвашсемшӗн те хисеплӗ те кӗтнӗ хӑнасем. Тӗмен облаҫне икӗ хутчен ҫитнӗ. Мари Эл, Тутар Республикисенче сценӑсем ҫине тухнӑ, унти ялсемпе шкулсенче тӗлпулусем йӗркеленӗ.

Хальхинче те пултарулӑх ушкӑнӗ палӑртнӑ кун кӳршӗллӗ Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Саплӑк ялӗнче пурӑнакан чӑвашсемпе курнӑҫнӑ, икӗ сехете яхӑн концерт кӑтартнӑ.

Саплӑк — ял тӑрӑхӗн центрӗ. Ултӑ яла пӗрлештерет вӑл. Пилӗк ялӗнче чӑвашсем, тепринче тутарсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенче мӗн пурӗ 2000 яхӑн ҫын тӗпленнӗ. Ку тӑрӑхра Саплӑка ытларах Саплӑк ятпа калаҫҫӗ. Ҫакӑнта 282 килте 875 ҫын пурӑнать. Чи ватти — 1926 ҫулта ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ Василий Столяров.

Каҫхине Саплӑкри культура керменӗнчи тӗлпулӑва Саплӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Николаевич Артемьев уҫрӗ, вӑл зала пухӑннисене Амӑшӗсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламларӗ, хӑйсем патне Чӑваш Республикинчен 150 ҫухрӑмран — Трак енрен ҫитнӗ юрӑпа ташӑ ӑстисене ҫав тери хапӑлласа йышӑннине пӗлтерчӗ. Сӑмах май, П. Артемьевӑн мӑшӑрӗн — Елена Валерьяновнан — амӑшӗн йӑх-несӗлӗ Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнчи Пӑрӑнтӑкпа ҫыхӑннӑ.

Саплӑкри уява тӑван-хурӑнташӗн, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ сӑпайлӑ ҫынсен хаклӑ хӑни — Тӗменте пурӑнакан, унти чӑвашсен культура, тӑван ҫут ҫанталӑк тата ҫын программин ертӳҫи Мария Владимировна Байкалова хутшӑнчӗ, зала пухӑннисене хӑй тата Тӗмен облаҫӗнчи мӗн пур чӑвашсен ячӗпе Трак ен халӑх фольклор ушкӑнӗн артисчӗсене, уйрӑмах унӑн илемлӗх ертӳҫине Николай Никонорова, кӑмӑл ӑшшипе тав турӗ, творчество лаҫҫинче ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Саплӑк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ П. Н. Артемьев Н. Никонорова хӑйӗн тата ушкӑнӑн иксӗлми пултарулӑхне тивӗҫлипе хак парса тав ҫырӑвӗпе тата хаклӑ парнепе чысларӗ.

#Саплӑк, #Ҫӗпрел районӗ, #Тутарстан, #концертсем, #Красноармейски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем