Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: «Чӑваш бройлерӗн» акцине республика сутма йышӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.07.2016 21:58 | 1979 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
«Чӑваш бройлерӗ» хапрӑкӑн акцийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра сутмалла
«Чӑваш бройлерӗ» хапрӑкӑн акцийӗсене ҫывӑх вӑхӑтра сутмалла

Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарнине эпир пӗлтернӗччӗ.

Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче республикӑн Арбитраж сучӗ хапрӑка панкрута кӑларма ыйтса ҫырнӑ предприятисен тавӑҫне пӑхса тухӗ. Паянхи кун унта ӗҫлекенсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тепӗр икӗ уйӑхран, авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен, штата чакарнине кура хӑтарасси пирки хутсем тыттараҫҫӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсене сутлӑха кӑлармалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республика паянхи куна хапрӑкӑн 49 процент акцине тытса тӑрать.

#Пурлӑх министерстви, #укҫа-тенкӗ, #Чӑваш бройлерӗ, #судсем, #ларусем, #Элтепер, #тӳре-шара, #ӗҫ вырӑнӗсем, #Шӗнерпуҫ, #Шупашкар районӗ, #ял хуҫалӑхӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем