Йӑлана кӗнӗ ятпа паян, раштавӑн 14-мӗшӗнче, Михаил Васильевич Игнатьев Патшалӑх Канашӗпе Чӑваш Ен халӑхӗ умне ҫырупа тухрӗ. Ҫыру ятне вӑл «Ҫамрӑксене шанмалла!» панӑ.
Кӗскен тӗп шухӑшсене пӑхса тухсан ҫакна уйӑрма пулать:
◊ политикӑн тӗп тӗллевӗсенче халӑха е уйрӑм ҫынна телейпе ырлӑх кӳмешкӗн уҫӑмлӑ, суймасӑр ӗҫлени пулмалла.
◊ пирӗн ҫутҫанталӑк умӗнче экологи енчен те культура енчен те хамарӑн яваплӑха туйма вӗренмелле.
◊ вӑрмансене ӳлӗмри ӑрусем валли сыхласа хӑвармалла.
◊ тӗрӗс апатланма вӗренмелле. «Ҫын сывлӑхӗшӗн вӑл ҫуралса ӳснӗ вырӑнта ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫ, мӗн пӗчӗкрен ӗҫме хӑнӑхнӑ шыв кирлӗ»
◊ республикӑн лайӑх енӗсенчен пӗри, ыттисемпе тупӑшма май параканни — чӑваш ҫӗрӗ таса пулни.
◊ ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен хӑйсен ҫӗрне тухӑҫлӑ усӑ курасси чи малтанхи тӗллев пулса тӑрать.
◊ паянхи ял хуҫалӑхӗн ҫӗнӗ технологисемпе ӗҫлемелле.
◊ малалла хӑвӑрт ӳсес тесен экономикӑн кашни пайне улӑштармалла (модернизацилемелле).
◊ экономикӑн кулленхи секторӑн аталанӑвӗнче майӗпен, ҫулран ҫул ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстересси пулать.
◊ предприятисемпе организацисенче ҫамрӑк ӑстасем ытларах пулни тухӑҫлӑрах ӗҫлеме пулӑшӗ.
◊ ҫамрӑксене ытларах шанмалла, вӗрене ӗненмелле!
◊ ҫынсене ӗҫ кирлӗ тата уншӑн тивӗҫлӗ укҫа илни.
◊ пин ҫын ҫине шутласан пирӗн республика Атӑлҫи Федераллӑ округра пӗрремеш вырӑнта, Раҫҫей Федерацийӗнче — 3-мӗш вырӑнта.
◊ ҫурт лартма уйӑрнӑ ҫӗрсем хыҫҫӑн тӗрӗслесех тӑмалла.
◊ ҫӗр ултавҫӑсен аллине лекмелле мар.
◊ ҫына кирлӗ пулсан сахал этажлӑ ҫурт лартма 10 соткӑран кая мар укҫасӑр ҫӗр уйӑрса памалли майсем тумалла.
◊ XXI ӗмер — ӑста ҫынсен ӗмӗрӗ.
◊ энергорессурсене перекетлӗ тата тухӑҫлӑ усӑ курма вӗренмелле.
◊ шыва хаклама пӗлмелле.
◊ ЖКХ ҫивӗч ыйтӑвӗсене вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен шайӗнче татса памалла.
◊ ЖКХ сферине ӗҫлеме тата укҫа-тенкӗ хывма хатӗр компанисем килмелле.
◊ сӗтев илекенсене ҫураличченех тӗп тумалла.
◊ патшалӑх туянакан япаласене курма таварпа информацин пӗрлӗхлӗ системине тумалла.
◊ сӗтев илекен ҫынна Чӑваш Енӗн кашни ҫынни пӗлме тивӗҫ.
◊ укҫа хывакансене политикӑри тата халӑх хушшинчи лӑпкӑлӑх килӗшет.
◊ Чӑваш Ен вӑйӗ ун ҫыннисенче, халӑх сывлӑхӗ хамӑр ачасене епле ӳстернинчен килет.
◊ тивӗҫлӗ ӑру ҫитӗнтерме ҫемье ҫеҫ пултарать, вӑл халӑх никӗсӗ, пӗтӗм пурнӑҫӑн никӗсӗ.
◊ кил-йышра тӑнӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх пулни питӗ паха тесе шутлатӑп.
◊ ача пахчисемпе тивӗҫтерес ыйтӑва пӗтӗмӗшле пӑхни ҫеҫ пулӑшма пултарӗ.
◊ бизнеспа студентсем хушшинчи ҫыхӑнӑ вӑйлӑланмалла.
◊ велочарӑнусем хатӗрлеме пуҫламалла.
◊ эпир политикӑна малашне те социаллӑ енпе ирттерӗпӗр.
◊ сусӑр ҫынсене вӗренме пулӑшӑпӑр.
◊ 15 пӗрлехи мадицина центрӗсенче ятарлӑ медицина пулӑшӑвне илме пулӗ.
◊ пирӗн халӑхӑн ӑс-хакӑл шайне ӳстересси те питӗ кирлӗ ӗҫ.
◊ ачасене вулама хӑнӑхтарасси, вӗрентесси — пирӗн халӑха малалла аталанма ҫул параканнисенчен пӗри.
◊ ялсене куҫма ӗмӗтленекен ҫынсене эпир пур енчен те пулӑшма тӑрӑшмалла.
◊ йӑлапа услуга сферине аталантарса, уйрӑмах ял тӑрӑхӗсенче, эпир пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме пултаратпӑр.
(куҫару — Админӑн)
Тулли вариантпа кунта паллашма май пур.
Ҫыру «ӗненӳ, ҫирӗп кӑмӑл тата ӑс пулсан ӑнӑҫу пулатех» сӑмахсемпе вӗҫленчӗ.