Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: «Хӗвеле май утса ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене уҫатӑп»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексин 20.07.2016 16:08 | 6443 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Ҫутҫанталӑк

Архангельск облаҫӗнчи пурӑнакан Н.П. Тимофеев биолог хаҫат-журналсенче тата Интернет уҫлӑхӗнче хӑйӗн тӗпчевӗсене тӑтӑшах пичетлесе кӑларать. Ӑсчах темиҫе наука чиккинче ӗҫлет. Экологсене, медицина ӗҫченӗсемпе спортсменсене уйрӑмах кӑсӑклантараҫҫӗ вӗсем. Вӑл эмел курӑкӗсене тӗпчесе этеме ватӑлма паман, унӑн тӳсӗмлӗхӗпе пиҫӗлӗхне ӳстерекен, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерме пулӑшакан имлев курӑкӗсем шыраса тупнӑ, вӗсем пурте пӗлекен жень-шеньрен те ирттереҫҫӗ. Ырми-канми ӗҫлекен тӗпчевҫӗ выльӑх-чӗрлӗх тухӑҫлӑхне чылай ӳстерекен халиччен усӑ курман ҫӗнӗ культурӑсене те тупса палӑртнӑ. 2000 ҫулта Сыктывкар хулинче диссертаци хӳтӗлесе вӑл биологи наукисен кандидачӗ пулса тӑнӑ.

Н.П. Тимофеев 1973 ҫулта Канаш районӗнчи Вӑтакас Татмӑшри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, 1978 ҫулта Чӑваш патшалӑх ялхуҫалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Архангельск облаҫне ӗҫлеме янӑ.

— Николай Петрович, агрономи факультетӗнче вӗреннӗ ҫулӗсенче эсӗ тӗпчев енне туртӑннӑ-и?

— Ман пӗтӗм пурнӑҫ тӗпрен илсен ҫутҫанталӑк вӑрттӑнлӑхӗсене биологи тата медицина саккунӗсемпе килӗшӳллӗн уҫса парассипе ҫыхӑннӑ, ҫакна эпӗ наука эксперименчӗсемпе тата тӗрӗслев ӗҫӗсемпе усӑ курса туса пыратӑп, тӗпчев результачӗсене халӑх хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли майсене палӑртатӑп. Студент ҫулӗсенче тӗпчевҫӗ пулас шухӑш ман пуҫа нимӗн чухлӗ те ҫавӑрман. Ку тапхӑрта ҫын ӳт-пӳпе ӑс-тӑн енчен «пиҫсе» пырать, вӑл хӑй ҫул-йӗрне шырать. Ҫак тапхӑрта хама тӗрлӗ енӗпе тӗрӗслесе пӑхас килетчӗ. Сӑмахран, Искусство университетӗнче вӗренсе музыка инструменчӗсен вӑрттӑнлӑхӗпе кӑсӑклантӑм, вокалпа инструментсен оркестрӗсем валли юрӑ-кӗвӗ илемлетес ӑсталӑх енне туртӑнтӑм.

Тӗпчев ӗҫӗ мана иртнӗ ӗмӗрти 79-80 ҫулсенче илӗрте пуҫларӗ. Ҫак тапхӑрта эпӗ Коми наука Центрӗпе пӗрле Европӑн Ҫурҫӗр тӑрӑхӗнче сивве лайӑх тӳсекен хӗрӗхе яхӑн ӳсен-тӑран акса туса илес ӗҫе хутшӑнтӑм, ҫакӑ ҫурҫӗрти ҫӗр ӗҫӗн тухӑҫлӑхне самай ӳстерме май пачӗ. Ку тӑрӑхра тӗлӗнмелле курӑксем ӳсеҫҫӗ пулин те халиччен вӗсем ҫине темшӗн ҫаврӑнсах пӑхман. Хӑшӗсем юр кайичченех шӑтса тухаҫҫӗ, 12 градус сивӗре те аптрамаҫҫӗ, бамбук пекех талӑкра 7–9 сантиметр таран ӳсеҫҫӗ. Ҫакӑ пуянлӑх мар-и? Тухӑҫа вӗсем тырӑ ҫине куҫарсан 40-50 центнер, хӑш чух 75 центнера ҫитичченех ӳстерме май параҫҫӗ, «ахаль» меслетпе вара 8-12 центнер кӑна тухать. Ҫак курӑксем тӗрлӗ витаминпа, белокпа тата сахӑрпа пуян, апла выльӑх-чӗрлӗх усракансен хакла кайса ларакан комбикорм туянас хуйхӑ пӗтет. Аш-какай тата сӗт-ҫу туса илессине ҫакӑ икӗ хут ӳстерме май пачӗ. Шел пулин те, 1990 ҫулсен ҫурринче асӑннӑ технологи ҫинчен мана пуҫларӗҫ, пире ют ҫӗршыв тӑрантарма пуҫларӗ-ҫке. Хуҫасӑрлӑхӑн хурлӑхлӑ символӗ — ирӗкре капашсӑр ҫӳллӗ ӳсекен пултӑран (борщевик). Ҫак курӑка халь кам кӑна вӑрҫмасть пулӗ, унпа «кӗрешме» сахал мар укҫа-тенкӗ тӑккалаҫҫӗ. Анчах ҫак «паттӑр» курӑк парӑнмасть, хӑйне тапӑнакансене вӑл ҫунтарса илме «вӗренчӗ».

— 1990 ҫул хыҫҫӑнхи юхӑннӑ тапхӑра тӳссе ирттерме мӗн пулӑшрӗ?

— Чӑваш ялхуҫалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн мана хальхи вырӑс литературинче паллӑ йӗр хӑварнӑ Федор Абрамов тата Василий Белов ҫыравҫӑсем пурӑннӑ тӑрӑха ӗҫлеме ячӗҫ. Вӗсем хӑйсен кӗнекисенче пурнӑҫа мӗн тери тӗрӗс те тарӑннӑн ӳкерсе кӑтартнине кунта тӳрех ӑнланса илтӗм. Ун чухне ял ҫыннине хистесе ӗҫлеттересси йӑлараччӗ. Шӑрӑхпа е ҫумӑрпа аптӑракан ҫӗрсене пусахласах сухалаттарса тӗш-тырӑ актаратчӗҫ. Вырса илнӗ тырӑ пысӑк купасенче ҫӗрсе выртатчӗ, ӑна ҫул ҫуккипе илсе тухаймастчӗҫ. Халӑх ӗҫке ярӑннӑччӗ, вӑл пурнӑҫ улшӑнасса шанма пӑрахнӑччӗ. 1979 ҫулта Федор Абрамов «Пинежская правда» хаҫатра «Чем живем — кормимся» ятпа уҫӑ ҫыру кӑларчӗ. Ку ҫырӑва кӑштах кӗскетсе «Правда» хаҫатра та пичетлерӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӗҫ коллективӗсенче писатель сӑмахне сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Автор асӑннӑ ҫырура критика пушшипе кӑна сулкалашман, вӑл ентешӗсене кӳтсе ҫитнӗ ыйтусене пӗр-пӗрне ӑнланса сӳтсе явма чӗннӗ. Чи малтанах ун чӗрине хуҫасӑрлӑх ыраттарнӑ, ку малтанах ертсе пыракансенчен килнӗ-ха, анчах ҫыравҫӑ кашни ҫын ӑшра юхӑнма тапраннине те пытарман. Эппин, ыттисене вӗҫӗмсӗр хурланипе пурнӑҫа улӑштараймастӑн, кашни хӑй мӗн тума пултарасси пирки шутламалла. Ҫыравҫӑ ҫӗр ӗҫ культури хӑвӑрт чакса пынине палӑртать, ҫакна халӑх хӑйне хисеплеме пӑрахнипе ҫыхӑнтарать: «Халиччен колхоз ҫӗрӗ халӑха тӑраниччен ҫӑкӑр ҫитернӗ, халӗ вара эпир туса илнӗ тырӑ ӗнесене ҫӑнӑх сапса пама та ҫитмест... Кам килсе йӗрке туса парать сире. Кам сиртен лайӑхрах пӗлет ҫӗр ӗҫне. Нимле улпут та килсе ырӑ пурнӑҫ туса парас ҫук, сирӗн вырӑна тӑрса ӗҫлекен тупаймӑн, пӗтӗм шанӑҫ — хӑвӑрта». Ҫак сӑмахсене лӑпкӑн мӗнле итлесе ларӑн.

— Эсӗ темиҫе наука чиккинче ӗҫлекен ӑсчах, унта кам та пулин сӗннипе кӗрсе кайрӑн е ку хӑй еккипе пулса кайрӗ?

— Ҫав темӑна ил, кӑна ан тив текен пулман, анчах кашни ӗҫ кӗтмен ҫӗртен мар, хӑйӗн йӗркипе пулса пырать. 22 ҫул хушшинче икҫӗре яхӑн халиччен пӗлмен ӳсен-тӑрана тӗпчерӗм. Вӗсем ытти «ачаш» курӑксенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ-ха. Капашсӑр хӑвӑрт ӳснипе, сӑхӑр тата белок нумай пуҫтарнипе питӗ тӗлӗнтереҫҫӗ, 50 градус шӑрӑха, 12 градус сивве ним мар чӑтаҫҫӗ, нимле чир-чӗре, сиенлӗ хуртсене парӑнмаҫҫӗ. Вӗсене ӳстерме хими им-ҫамӗ кирлӗ мар, вӗсем пӗрре аксан вуншар ҫул ӳсме пултараҫҫӗ.

Малалла шутлама пуҫларӑм: этем ҫавнашкал чӑтӑмлӑ та вӑйлӑ пултӑр тесен мӗн тумалла. Халь савӑнсах пӗлтеретӗп: ватӑлассипе ӑнӑҫлӑ кӗрешмелли эмел те пур иккен! Экдистероид текен япаларан килет вӑл, гормон евӗрлӗ шӑранчӑкран. Этем ӳт-пӗвне вӑл хими имҫамӗ пулса мар, ӳсен-тӑран апачӗпе кӗмелле. Ҫӗр ҫинчи 425 пин тӗрлӗ ӳсен-тӑранран, анчах ун пеккисем икӗ теҫеткерен ытла мар, чи авалхи йышшисем вӗсем, ҫын ҫитеймен ҫӗрте «пытанса» ӳсеҫҫӗ. Экдистероидсем пур чухне те наркӑмӑшлӑ курӑксенче пуҫтарӑнаҫҫӗ, вӗсем ытларах Бразилири тата Амазонка шывӗ хӗрринче ахӑрса ӳсекен вӑрмансенче тата Индипе Китайри ҫӳллӗ тусем ҫинче ӳсеҫҫӗ. Икӗ курӑк ҫеҫ ҫак саккуна пӑхӑнмасть, ку — эпӗ тӗпчекен левзея (рапотник) тата серпуха курӑксем! Эп сӗннӗ проектсене (вӗсем биосинтеза аталантарассипе тата ыттипе ҫыхӑннӑ) Раҫҫейри наукӑсен академийӗ йышӑнчӗ, ӗҫлеме май туса пачӗ. Ку темӑсемпе РАН конкурсӗнче доклад турӑм, «Биомедицинская химия», «Бутлеровские сообщения», «Растительные ресурсы», «Биология сельскохозяйственных растений» тата ытти журналсенче пичетленнӗ статьясене специалистсем пысӑка хурса хакларӗҫ, вӗсене ют чӗлхесене куҫарнӑ. Каярахпа «Экдистероиды» ятпа вӗренӳ пособийӗ пичетлесе кӑларма май килчӗ (2012). «Ҫамрӑклӑх тата вӑй-хал» им-симне ҫар тата спорт медицинисенче лайӑх тӗпчесе пӑхрӗҫ, вӗсем усӑллӑ пулнине, ҫынна нимле сиен туманнине палӑртрӗҫ.

— Николай Петрович, эсӗ юлашки ҫулсенче Хӗвел хӑй хӑватне ӳстерсе е чакарса пыни пурнӑҫа мӗнле витӗм кӳнине тӗпчетӗн. Хӑвӑн пурнӑҫупа танлаштарса пӑхнӑ-и ҫутҫантӑлӑк вӑйӗн витӗмне?

— Хӗвел хӑвачӗ улшӑнасси 11 ҫула тӑсӑлакан тапхӑрсенчен тӑрать. Эпӗ 21 ҫул ялхуҫалӑхӗнче тимлерӗм (11х2), экологире 33 ҫул (11х3), наукӑра 22 ҫул (11х2) ӗҫлерӗм. Ҫав хушӑра икӗ аспирантура (ял хуҫалӑхӗпе тата биологипе) пӗтертӗм. Пӗтӗмпе 185 наука ӗҫӗ пичетлесе кӑлартӑм.

Вунпӗршер ҫула тӑсӑлакан хӗвел тапхӑрӗсен витӗмне хамӑн ҫемьепе танлаштарса та ӑнлантарма пулать. Хӗрпе ывӑл тата мӑнук ҫав саккунпа килшӳллӗн ҫуралчӗҫ. Хӗвел пирӗн йӑха ытларах сӑмахлӑх енне туртать иккен. Сӑмах май каласан, ман пӗрремӗш ҫитӗнӳ — чӑваш чӗлхипе ирттернӗ районти Олимпиадӑра илнӗ Хисеп хучӗ, унта эпӗ пӗр класра вӗренекен В. Алексеевпа хутшӑннӑччӗ. Филолог пулаймарӑм, анчах хама ҫыравҫӑ тесе шутлатӑп, наука ӗҫӗсем «хайлатӑп». Ман хӗрӗм эп калани пушӑ сӑмах маррине тӳрре кӑларчӗ, вӑл филологипе журналистика факультечӗ пӗтерчӗ, ют чӗлхе факультетӗнче те пӗлӳ илчӗ. Ман атте 35 ҫул милици органӗсенче ӗҫленӗ. Ман икӗ ывӑл (Хӗвелӗн 5 тапхӑр) ФСБ тата МВД органӗсенче ӗҫлеҫҫӗ. Хӗвел пире компьютер технологийӗ, микроэлектроникӑпа компьютор технологийӗ енӗпе кайма та хистет.

 

Валерий Алексин

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Архангельск облаҫӗ, #Канаш районӗ, #интервьюсем, #ҫутҫанталӑк, #ӑслӑлӑх, #Вӑтакас Татмӑш

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем