Википедиӗн Чӑваш уйрӑмӗнче халӗ 1000 статья яхӑн! Пинмӗш статья — Тимухха Хветӗрӗ:
Тимухха Хӗветӗрӗ, — чӑваш чӗлхине тӗпчекенӗ, вӗрентекен. Чӑн ячӗ Тимофеев Фёдор Тимофеевич. 1887 ҫулхи раштавӑн 1 Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Муркаш районӗ) Якаткасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 25 ГУЛАГ лагерӗнче вилнӗ.
Орфографипе пунктуаци йӗркисене пӗрремӗш йӗркелекенӗ. Вӑлах пӗрремӗш тӑван чӗлхе вӗренӳ кӗнекисене тата программисене хатӗрлекен. Пособисем ҫавӑн пекех хатӗрленӗ. Вӗсене вӑл чӑваш тата вырӑс чӗлхисем ҫинче хатӗрленӗ. - тесе пуҫланать вӑл.
Сӑмах май каласан Чӑваш Википедире халӗ питӗ нумай ӗҫ. Нумай статьясене кӗртмелле, анлӑрах ӑнлантарса памалла. Чӑваш Ен ҫинчен те лайӑхах, пӗтӗмӗшле каласа паман. Эсир кӑна тӳрлетме, Википедине информаципе тултарма пултаратӑр!