Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Этикеткӑна чӑвашла ҫырма камӑн тытӑнмалла?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 27.07.2016 19:37 | 2187 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

«Ирӗклӗх» наципе культура чӗрӗлӗвӗн организацийӗн хастарӗсем тӑван республикӑмӑрӑн Суту-илӳпе промышленноҫ палатине суту-илӳ, йӑла таврашӗнче чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курма ҫулталӑк каяллах сӗннӗ те ӑна палата хӑй сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри чылай организацине вӗсем туса кӑларакан тавар этикеткисенче чӑваш чӗлхипе усӑ курма сӗннӗ.

«Никамранах та хурав килмерӗ», — тесе ҫырнӑ маларах асӑннӑ ушкӑн «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче.

Уйӑх вӗҫӗнче вара, унта пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНКшӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртнӗ.

Чӑваш наци конгресӗ регионсен хушшинчи общество организацийӗн 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулса иртнӗ Мӑн Канашӗнче Чӑваш Республикинче туса кӑларакан юр-вара, ӗҫме-ҫимене, ҫӑкӑр-тӑвара, апат-ҫимӗҫе тата ытти чӗртавара, япалапа хатӗр-хӗтӗре чӑвашла тата вырӑсла тӗрӗс ят парассине, этикетсене чӑвашла-вырӑсла ҫырассине йӗркелеме, ҫырнине хаклама чӗлхе специалисчӗсене явӑҫтарма ыйтас, чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе усӑ курнине тӗрӗслеме тивӗҫлӗ те ятарлӑ учрежденисене тупма хушас тенӗ.

ЧНК президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» обществӑна ерсте пынине, ЧНКн президиум пайташӗ Олег Мешков чылай ҫул «Букет Чувашии» ертӳҫи пулнине, ЧНК Мӑн Канаш пайташӗ Валерий Иванов Валерий «Акконд» директорӗ иккенне палӑртнӑ. «Ентешлӗхсен ертӳҫисем хушшинче те усламҫӑсем те, тӗрлӗ предприяти ертӳҫисем ҫук маррине» асӑннӑ май йышӑнӑва ҫав ҫынсен хӑйсен пурнӑҫлама мар-ши тесе пуҫ ватать «Ирӗклӗх». Унтан вӑл: «Камран ыйтатӑр? Кама хушатӑр? Сирӗн таварсенех этикеткисенче пӗтӗмпех вырӑсла-ҫке. Ҫак йышӑнӑвӑра хӑвӑр, ыттисемшӗн тӗслӗх пек пулса пурнӑҫласса шанатпӑр», — тесе вӗҫлет.

#ЧНК, #Ирӗклӗх, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #хуҫалӑх, #Акконд, #Букет Чувашии, #ТУС

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем