Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарсем Самар тӑрӑхӗнче чӑваш чӗлхин вӗрентӗвне тишкерчӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.12.2010 18:50 | 2032 хут пӑхнӑ
Шӑнтал районӗн гербӗ
Шӑнтал районӗн гербӗ

Чӑваш Ен делегацийӗ Самар облаҫӗн Шӑнтал районне ҫитсе вырӑнти «Чӑваш чӗлхипе литературӑна вӗрентекен ҫулталӑк учителӗ» ӑмӑртӑва хутшӑнчӗ. Пирӗн тӑрӑхран кӳршӗсем патне Чӑваш Енӗн вӗренӳ министерствин пӗтӗмӗшле вӗренӳ аталанӑвӗн пайӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрӑра, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн чӑваш филологи факультетӗнче вӑй хуракан ӗҫченсем тата ЧНК ҫыннисем пулчӗҫ.

Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем валли семинарпа ҫавра сӗтел ирттерчӗҫ, шкул директорӗсемпе тӑван чӗлхене вӗрентмелли ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, сӳтсе яврӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра кунти шкулсенче, вӗсем наци шкулӗ шутланаҫҫӗ пулин те, чӑваш ачисене тӑван чӗлхене вӗрентмеҫҫӗ. 10 ҫул каялла лару-тӑру пачах урӑхла пулнӑ — ачасем чӑваш чӗлхипе литературине эрнере 1-2 сехет вӗреннӗ. Майӗпен-майӗпен, сехетсене чакарса, халӗ факультатив шайне ҫитернӗ — ачасене фольклор ҫеҫ вӗрентеҫҫӗ. Кӗҫӗн классенче чӑваш чӗлхипе калаҫса вӗреннӗ ачасен вӑтам класа ҫитнӗ хыҫҫӑн аталану пӗтет — малалла чӗлхене ӑса хывмаҫҫӗ-ҫке. Юнашар пурӑнакан мӑкшӑсенех урӑхла — ачасем шкулта тӑван мӑкшӑ чӗлхине вӗренеҫҫӗ.

Шел те, хӑш-пӗр вырӑнсенче чӑваш тӗнчи ҫапла пӗтсе пырать. Сӑлтавӗ, паллах, халӑх культурине упраса аталантарас ыйтупа вырӑнти влаҫ ҫыннисем ӗҫлесшӗн марринче, ҫак ыйтупа ӗҫлемелли ЧНК хӑйӗн ӗҫне тивӗҫлӗ туманнинче.

#чӑваш чӗлхи, #Самар облаҫӗ, #кӳршӗсенче, #ЧНК, #шкулсем

 

Комментари:

Аксар // 4009.22.5849
2010.12.21 21:37
Глобализаци хăй ĕçне "тĕплĕ" тăвать...
тимер // 8568.8.6851
2010.12.22 09:42
Глобализаци айăплă мар.Тутарсем аталанса пыраççĕ.Пирĕн вара ЧНКара та чăвашла калаçмаççĕ.Чунĕпе чăваш мар хавшак çынсем лараççĕ унта.Маттур та пултаруллă чăвашсем питĕ нумай.Вĕсене пухма пултаракан сумлă çына лартмалла ЧНК пуçлăхне.
Николай // 2527.76.5821
2010.12.23 20:22
"Чăваш халăхĕ"тени лĕнчĕртетсе,ирĕльсе пырать."Чăваш Республики"тени-паян хăй"диаспора"."Чăваш президенчĕ"тени -Раççейĕн пĕр регионĕн "сантехникĕ"."ЧНК"тени фасад,монумент.
Чăваш халăхĕ...ашшĕсĕр.Нацине АТТЕ кирлĕ!Йĕркелесе,майлаштарса,аталантарса пыма.
атилла // 1229.28.7904
2010.12.24 19:44
Президентсем улшăнаççĕ.Конгресс президентне Архипова вара кам тытса тăрать?Нивушлĕ чăваш тĕнчи хĕсĕр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем