Питӗр хулинчи Максим Анухин (пултарулӑхри хушма ячӗ — Гудимир) «Хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан» (выр. Березовый лист) юрра кӗслепе пуҫласа шӑрантарнӑ. «ГУДИМИР» проекта халӑх тетелӗнче саракан ҫав ҫамрӑк ӗнер юрланӑ. Сӑмах май каласан, ку юрра шыраса тупма йывӑр мар.
Малтанласа кӗсле ҫепӗҫҫӗн янӑрать, кайран сасӑ хаватланса-вӑйланса пырать, унтан кӗслеҫӗ чӑвашла юрласа ярать. «Хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи, хурӑн ҫулҫи ҫурӑлсан килет вӑрман, килет вӑрман, килет вӑрман илемӗ. Хӗрсем ваййа, хӗрсем вӑййа, хӗрсем вӑййа тухсассӑн килет урам, килет урам, килет урам илемӗ», — чуна лӑпкаса янӑраҫҫӗ кӑштах кӑна акцент сисӗнекен сасӑра.
Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче маттур ҫав каччӑ Сайра тата хай тӗллӗн пурӑнакан ушкӑнсемпе халӑхсен юррисене шӑрантаракансен Шупашкарти «Радуга» центрӗнче иртнӗ форумӗнче сцена ҫине тухнӑ.
Гудимир тӗрлӗ халӑх юррисене илемлетсе юрлать. Академилле классикӑна та вӑл ҫӑмӑллӑнах парӑнтарать.