Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Географические названия Чувашской Республики»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 21.12.2010 21:39 | 2777 хут пӑхнӑ
«Географические названия Чувашской Республики» кӗнекен хуплашки
«Географические названия Чувашской Республики» кӗнекен хуплашки

Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене географине ӑса хывакан Дубанов Иван Степановичӑн «Географические названия Чувашской Республики» (чӑв. «Чӑваш Енӗн географи ячӗсем»).

500 яхӑн страницӑллӑ кӗнекере пурӗ 3 пин ытла ят вырнаҫнӑ — ял ячӗсем, ҫырма-ҫатра, кӳлӗ тата ытти тӗрлӗ тӗслӗ топонимсем. Ятсене алфавит тӑрӑх йӗркелесе тухнӑ (вырӑсла), чӑваш ялӗсен тӑван чӗлхеллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Кӗнекене «Культура России» (чӑв. «Раҫҫей культури») тӗллевлӗ федераллӑ программӑпа кӑларнӑ, ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политики ӑна шкул ачисемпе студентсем валли вӗренӳ пособийӗ шайӗнче усӑ курма сӗннӗ.

Лавккасенче кӗнекене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ — 143 тенкӗ тӑрать.

Ыран, раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре.

Иван Дубанов республикӑра кӑна мар, ун тулашӗнче те паллӑ ҫын. Вӑл пурӗ 10 ытла кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ ӗнтӗ. Темиҫе кӗнекине тивӗҫлӗ хак панӑ, дипломсемпе чысланӑ.

#хӑтлавсем, #географи, #Шупашкар, #кӗнекесем

 

Комментари:

2010.12.21 21:46
Аçтахар Плотников
Эп хам ку кĕнекене вырсарникун Ленин проспектĕнчи «Книжные новинки» лавккара туянтăм. Пăхса та тухрăм. Ман шутпа кĕнекене ытла та васкаварлă хатĕрленĕ пек туйăнчĕ. Халапĕсене те илсе панă, ял ятне ăнлантарса пама та тăрăшнă — ку питĕ лайăх-ха, анчах та мана кăсăклантаракан ятсене ăнлантарни мана пĕртте килĕшмерĕ. Ытларах халăх этимолгийĕ çине таяннă пек туйăнчĕ. Ак «Мĕшĕл» ял ятнех илес. Ну кам ăна, ял ятне, «мĕшĕлти» (васкаманскер) сăмахпа çыхăнтарĕ? Ахаль халăх çеç. Ăсчахăн вара тарăнрах пăхма пĕлмелле. Тем тесен те е çын ячĕ, е вырăнти, çармăссенчен юлнă ят.
Тата, çиелтен пăхнă хыççăн, ку кĕнекене ытларах вырăссем валли хатĕрленĕ пек туйăнчĕ. Питĕ шел теме çеç пултаратăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем