Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫлӗ визитпа Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Унта канашлу та ирттернӗ, лару-тӑрупа вырӑна тухса та паллашнӑ.
Республикӑна ертсе пыракан, Элтеперӗн Администарцийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Ҫӗнӗ Чурашри «Хӗрлӗ партизан» хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗхе ҫуллахи вӑхӑтра уйра еплерех апатлантарнипе» кӑсӑкланнӑ. Михаил Игнатьев ҫӗнӗ чурашсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене тирпейлӗ пӑхса тӑнине палӑртнӑ. «Хуҫалӑхра пӗтӗмпех ӗҫсем йӗркеллӗ. Выльӑхсене ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ вӑхӑтра шыв ӗҫтерме те меллӗ. Сӗт сӑвӑмӗ ан чактӑр тесе условисем ҫителӗклӗ», — хыпарлать пресс-служба.
«Выльӑх-чӗрлӗхрен туса илнӗ тавара вырнаҫтарассипе нимӗнле чӑрмав та ҫук. Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх таварӗсен хакӗ ӳссе пырать. Ӗҫлеме те питӗ кӑмӑллӑ», — тесе каланӑ хуҫалӑх ертӳҫи Николай Иванов.
Асӑннӑ хуҫалӑх сӗте Ҫӗнӗ Чурашри сӗт савутне ӑсатать, аш-какай пӗтӗмпех Вӑрнар заводне каять.