Шӑрӑх ҫанталӑкра чылайӑшӗ пляжа, Атӑл хӗррине чӳхенме васкать. Анчах унта килекенсене шывран темӗнле шӑршӑ кӗни сисчӗвлентерет. Атӑл шывӗ симӗсленнӗрен ку.
Ку мӗншӗн пулнине специалистсем ӑнлантарнӑ. Атӑла органика — ҫынран тата выльӑх-чӗрлӗхрен юлакан каяш — нумай лекет-мӗн. Шӑрӑх ҫанталӑка пула шыв курӑкӗ те вӑйлӑ ҫитӗнет. Вӗсем вара шыва япӑх витӗм кӳрекен япаласем кӑлараҫҫӗ. Ӑна пулах пулӑсем те вилеҫҫӗ.
Атӑл кашни ҫулах «чечеке» ларать. Кунашкаллине утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа ҫурлан вӗҫӗччен курма пулать. Ҫак тапхӑрта ҫыран хӗррине шыв курӑкӗсем тухаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк сивӗтсен вӗсем ӳсме пӑрахаҫҫӗ, шыв тасалать.
Шывран лайӑх мар шӑршӑ кӗнӗрен хӑшӗ-пӗри унта кӗме тӑхтать. Питех пӑлханмалли ҫук. Специалистсем ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулнине калаҫҫӗ.