Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Экономика: Аталанӑва чӑрмантаракан тӗн

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.08.2016 09:04 | 8127 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Экономика

Умсӑмах

Нумай пулмасть Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ «Ирӗклӗх» пӗрлӗхе Раҫҫей тулашӗнче тулли праваллӑ элчелӗхсем туса хума майсем ҫукки пирки хуравларӗ. Хӑйсен хуравӗнче тӳре-шара правительство усламҫӑсене май ҫитнӗ таран ют патшалӑхсемпе ҫыхӑну тытма пулӑшни пирки ҫырса пӗлтернӗ. Хамӑр тӑрӑхра кӑларакан тавара Раҫҫей тулашӗнче сарма пулӑшма правительство укҫа-тенкӗ те сахал мар уйӑрать имӗш.

Тулли праваллӑ элчелӗхе уҫма ытлашшиех нимех те чармасть иккен. Федераллӑ саккун унашкал ирӗк парать: е республикӑн хӑйӗн уҫмалла, е Раҫҫей Федерацийӗ уҫнӑ элчелӗхре хӑйсен элчине тытмалла. Ҫавах та элчелӗх уҫма чи малтанах Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствипе килӗшсе татӑлмалла иккен. Тата элчелӗхе тытса тӑма республикӑран укҫа уйӑрса тӑма тивӗ иккен. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейӗн ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви хальхи вӑхӑтра ҫавах та Раҫҫейри регионсене аталантарма, ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшакан тулашри элчелӗхсене ҫителӗклӗ хатӗрлесе ҫитернӗ тесе шутлать. Ҫакна шута илсе тата укҫа-тенкӗ сахал пулнипе Чӑваш Республики тулашра элчелӗхсем уҫма килӗшмен. Министрсен Кабинечӗ панӑ хуравпа туллин «Ирӗклӗх» пӗрлӗхре паллашма пултаратӑр.

Чӑваш Енпе Тутарстан

«Ирӗклӗх» хӑйӗн ҫырӑвне ҫырнӑ чухне Тутарстана тӗслӗх пек кӑтартнӑччӗ. Пирӗн кӳршӗсем Турцире хӑйсен элчелӗхне уҫнӑ, кӑнтӑрти патшалӑхпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ. Раҫҫейпе Турци хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухсан та Тутарстан айӑккинче тӑчӗ, пирӗн тӳре-шарасем пек пур-ҫук ҫыхӑнусене хӑвӑрт кӑна татмарӗ. Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ, Раҫҫейпе Турци мирлешрӗҫ, Путинпа Эрдоган пӗр-пӗринпе тӗл пулса та калаҫса илчӗҫ. Вӑл та кӑна мар, Путинпа Эрдоган тӗл пулнӑ чухне унта пирӗн кӳршӗсем те пулнӑ — Тутарстан Президенчӗ те хутшӑннӑ.

Тутарстан пирӗн республикӑран пуянрах пулни вӑрттӑнлӑх мар. «Вӗсен нефть пур», — ҫакна тӳрре кӑларма тӑрӑшса тепри ҫапларах хуравлама пӑхӗ. Анчах та кӳршӗсем аванрах пурӑннине ҫӗр айӗнчи пурлӑх пуррипе кӑна сӑлтавлама пулӗ-ши? Ман шутпа Тутарстан Республики хӑйне ирӗклӗрех тытать, Мускав куҫӗнчен ытлашшиех пӑхмасть, хӑйне Мускавпа пӗртан пулнӑ пек кӑтартать. Пирӗннисем вара Мускав мӗн хушасса кӑна кӗтсе лараҫҫӗ. Хушать китайсемпе ҫыхӑну йӗркелеме — чупса каяҫҫӗ, пур-ҫук ҫӗрсене те хӑвӑрт кӑна параҫҫӗ. Хушать турккӑсемпе ҫыхӑнӑва татма — пур-и вӗсем, ҫук-и — хӑвӑрт кӑна пӗтереҫҫӗ. Ҫапларах культура тӗлӗшӗпе те, чӑваш чӗлхи тӗлӗшӗпе те ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн тӳре-шара хӑйсене Мускав тарҫисем пек тытать, пӗр тан партнерсем пек мар.

 

Тӗн вара мӗн енчен кунта?

Чӑваш Енпе Тутарстана танлаштарсан тата мӗнле уйрӑмлӑх куратпӑр-ха? Тутарсем — мӑсӑльмансем. Эпир вара официаллӑ енчен пӑхсан — православи тӗнӗпе пурӑнатпӑр. Турци пирки калас пулсан — унтисем те мӑсӑльман тӗнӗпе пурӑнаҫҫӗ. Тутарстанпа Турци пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытма май ҫитернинче тӗн ыйтӑвӗ те пурах. Пире, чӑвашсене, вӑл вара — тӗн ыйтӑвӗ — кӑшт ура хурать. Тӳре-шара «ют» тӗнсемпе ӗҫлесшӗнех мар.

Унсӑр пуҫне православи те хӑйӗн витӗмне кӳрет — кунтисене май ҫитнӗ таран хӑйсене майлӑ ҫавӑрасшӑн, ютрисенчен пӑрасшӑн. Ав, чӑвашсен йӑли-йӗрки нимӗнле усала та вӗрентмест пулсан та май ҫитнӗ таран пӗтересшӗн пирӗн авалхи тӗне — миҫе юпа ҫунтарса тӳнтермерӗҫ пуль?

Мӑсӑльмансен тӗнӗ еплине чухламастӑп-ха, анчах православин пӗр уйрӑмлӑхӗ пирӗн чӑвашсен ирӗклӗхне ман шутпа самай пӗтерет. Ку вӑл — пире, ҫынсене, Турӑн чурисем пулни пирки вӗрентни. Православири чуралӑх сӗмӗ вара пурнӑҫа та сахал мар витӗм кӳрет. Халӑх пуҫлӑхсене юрама тӑрӑшни ҫакӑнтан килет те ӗнтӗ. Раҫҫей Президенчӗ ҫине патша евӗр пӑхнинче те чуралӑх сӗмӗ палӑрать — ку ӗнтӗ Раҫҫей империйӗ вӑхӑтӗнчен юлнӑ витӗм («патша — турӑ лартнӑ ҫын» текен шухӑшпа).

Ҫак чуралӑх сӗмӗ Раҫҫей ҫӗршывне мӗн тума кирли те паллӑ — пысӑк лаптӑка, халӑха пӗр ҫыхӑра тытма. Вӑл енчен паллах, усси пур. Анчах япӑх енӗ те пур — патшалӑхӑн аталану шайӗ самай чакать. Чуралӑх витӗмне лекнӗ ирӗксӗр ҫын тухӑҫлӑ ӗҫлеймест, ытларах хӑйӗн ҫине мар, ҫӳлтисем ҫине — пуҫлӑхсем ҫине — шанать. Хӑйне 100% кӑтартаймасть.

Пӗтӗмлетӳ

Пӗтӗмлетсе мӗн калама пулать? Ҫын вӑл тем тесен те ирӗклӗхе юратать. Чуралӑх сӗмне лексе ырӑ курма ӗмӗтленекенни те. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пуҫлӑхсем кашни ҫынна тем тесен те юраймаҫҫӗ. Пӗрине — пӗр тӗрлӗ япала кирлӗ, теприне — тепӗр тӗрли. Ҫыннӑн кӑмӑлӗ те улшӑнсах тӑрать. Унӑн ирӗксӗрех хӑй тӗллӗн шухӑшлама вӗренме тивет, вӑл ирӗклӗхе тухма тытӑнать.

Экономикӑна илес пулсан вара, чуралӑх сӗмӗ сирӗлсе пынӑ май эпир те хамӑра тухӑҫлӑрах кӑтартма пуҫлӑпӑр, хамӑр интерессене лайӑхрах хӳтӗлеме тытӑнӑпӑр.

Паянхи кунра вара, темле шел пулсан та, «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тӳре-шараран урӑхларах хурав илеймест.

 

Ӳкерчӗк ҫинче: Михаил Златковский ӳкерчӗкӗ, «Коммерсант» хаҫатра 1990 ҫулта пичетленнӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#экономика, #Турци, #тӳре-шара, #ҫырусем, #чӑвашсем, #Ирӗклӗх, #тӗн

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем