Тӑван республикӑмӑрӑн уй-хирӗнче вырма малалла пырать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви ӗнерхи кун тӗлне пухнӑ цифрӑсене ӗненсен, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 186,7 пин гектар ҫинчен 455,9 пин тонна ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫапла вара хресчен ака лаптӑкӗн 64,5 процентне вырса илме ӗлкӗрнӗ. Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк районӗсенче тӗштырӑна 80 процент ытла вырнӑ.
Кашни гектартан тухакан вӑтам тухӑҫ кӑҫал пӗлтӗрхинчен пысӑкрах: хальлӗхе 24,4 центнера ларса пырать (пӗлтӗрхи кӑтарту — 20,6 ц). Вӑрнар районӗнче тухӑҫ вӑтамран 30,1 центнер тухать.
Тепӗр хуҫалӑхсенче ир пулакан ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫинче ӗҫлеҫҫӗ.
Кӗрхисем валли Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ районсенче планпа пӑхнинчен ытла лаптӑк ҫӗр сухаласа хатӗрленӗ. 11 районта кӗрхисене акаҫҫӗ. Хальлӗхе 2 пине гектар ҫитнӗ.